Пӗр-пӗрне ӑнланни вӑй-хӑват парать

Пӗр-пӗрне ӑнланни вӑй-хӑват парать

Вӗсем пурӑнакан ҫурт умне ҫитсен кунта 80 ҫултан иртнӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме те ҫук. Пур ҫӗрте те тирпейлӗхпе тасалӑх хуҫаланать. Ватӑ пулсан та, майӗпен кӑштӑртатса ҫӳресе иккӗшех хуҫалӑха тытса пыраҫҫӗ.

Сӑмахӑм Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнакан Шингаловсем пирки пырать. Нина Федотовнӑпа Иван Васильевич 65 ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. 1958 ҫулта пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ те, унтанпа яланах пӗрле  пулнӑ.

— Апрельте туй турӑмӑр. Ку уйӑх ни урапа, ни ҫуна вӑхӑчӗччӗ. Пӗр ял каччипе хӗрӗ пулнӑ эпир. Чӑвашсен йӑли-йӗркине тытса пырса туй ирттернӗ. Хӗр йӗрри те пулнӑ, ҫӑнӑхта та… Ку уяв эрнипех тӑсӑлнӑ. Вӑхӑчӗ те, пурнӑҫӗ те ҫӑмӑлах пулмасан та, тӑвансемпе ҫеҫ мар, ял-йышпа та пӗрле савӑнма пӗлнӗ, май тупнӑ, — аса илет халӗ сӑмаха ухата Нина Федотовна.

Мӑшӑрӗ хӑйӗнчен темиҫе ҫул кӗҫӗнрех пулни те шиклентермен хӗре. «Питӗ хытӑ юратнӑ пулӗ;» — тесе ыйтсан кил хуҫи хӗрарӑмӗ нимӗн те шарламарӗ. Чӑваш халӑхӗн сӑпайлӑх паллисенчен пӗри ҫакӑ. Пысӑк туйӑм ҫинчен чӑваш яш-кӗрӗмӗ мӗн ӗлӗкренех ҫын умӗнче калаҫма юратман. Хальхи вӑхӑтри эстрада ҫӑлтӑрӗсем пек, йӗркесерен «юрататӑп сана, юрататӑп» тесе пыр ҫурӑласла кӑшкӑрман. Пысӑк туйӑмсемсӗр, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе пурӑнмасӑр, паллах, Шингаловсем ҫакӑн чухлӗ мӑшӑрлӑ пурӑнайман пулӗччӗҫ ӗнтӗ.

Кӗҫех вӗсем пурӑнакан ҫурта «ҫӗнӗ кайӑк» хутшӑннӑ, ывӑл ача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшне чунтан савӑнтарнӑ ҫакӑ. Анчах та Ивана ҫара илнӗ. Арҫын 3 ҫул ытла Мускав ҫывӑхӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫамрӑк кине питӗ йывӑр килнӗ. Алӑра пӗчӗк ача, унсӑр пуҫне  мӑшӑрӗн йывӑр чирлӗ амӑшне те пӑхмалла, кил-ҫурта та тытса пымалла… Мӗнле ӗлкӗрнӗ-ши? Халӗ, ҫулсем иртсен те хӑйне вӑр-вар тытакан, ҫивӗч ӑс-тӑнпа калаҫакан хӗрарӑм ҫине пӑхатӑп та, ҫамрӑк чухне мӗнле пулнине тӗшмӗртме тӑрӑшатӑп. Лара-тӑра пӗлменскер пулнӑ ӗнтӗ. Качча кайиччен Нина Владимир облаҫӗнче торф кӑларнӑ ҫӗре те, Шупашкара та ӗҫлеме кайса килнӗ. Унта та пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрса тӑнӑ. «Куҫ вӑйӗ чакрӗ, хӑлха та япӑхрах илтет», тесе калать, ҫапах халӗ те кил-ҫуртри пур ӗҫе те мӑшӑрӗпе пӗрле пурнӑҫлама хутшӑнать.

Иван салтакран килсен Шингаловсем тулли мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те «Заря» колхозра тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри ачисем ҫуралаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеҫҫӗ, хуралтӑсем туса ҫавӑраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ, йӑли-йӗрки ялти вуншар ҫемье пурнӑҫӗнчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑман пулӗ. Паянхи кун ҫамрӑк мӑшӑрсенчен час-часах вӑхӑт ҫитменнине, нимӗн те туса ӗлкӗрейменнине илтме пулать.  Иртнӗ ӗмӗрте пурӑннӑ, кил-ҫурт тулли ача-пӑча ӳстернӗ, куллен колхоз ӗҫне хутшӑннӑ ҫынсем вӑхӑтне ӑҫтан тупнӑ-ши? Хальхи пек, ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑнман, кӑмака хутмалла пулнӑ. Кӗпе ҫумалли машинӑсем те ялсене каярах ҫеҫ ҫитнӗ.

— Ирех тӑнӑ та ӗҫе кайиччен   кӑмака хутса пултарнӑ. Фермӑра ӗҫленӗ чухне тул ҫутӑличченех тухса кайнӑ, каҫсӑр таврӑнайман, — каласа парать Нина Федотовна. «Пӗтӗм ӗҫе алӑпа тумаллаччӗ. Фермӑра кун кунланӑ ӗнтӗ», — мӑшӑрӗн сӑмахӗ ҫумне хутшӑнать 30 ҫул ытла Тӑманлӑ Выҫли сӗт-ҫу ферминче тӑрӑшнӑ Иван Васильевич. Пӗр-пӗрне пулӑшса пынипе кил-ҫуртри ӗҫсене те вӑхӑтра пурнӑҫлама пултарнӑ вӗсем. Ҫырла-кӑмпа вӑхӑтӗнче кунне пӗр-икӗ хутчен вӑрмана кайса килме май ҫитерни ҫинчен те калать Нина аппа. 5 ачине тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ.

Халӗ кичемрех курӑнакан кил-ҫурт ҫу кунӗсенче хаваслӑ ача-пӑча сассипе тулать те, ҫуталса илемленсе каять. Чӑннипех те савӑнаҫҫӗ Шингаловсем  6 мӑнукӗпе тата вӗсен 6 ачипе. Йӑха тӑсакансем яла килсен ватӑсен чун-чӗри савӑнӑҫпа тулать, кӑмӑлӗсем уҫӑлса каяҫҫӗ.

65 ҫул пӗрле. Ҫак вӑхӑтра мӗн кӑна чӑтса ирттерме тивмен-ши вӗсен! Хурлӑхне те, савӑнӑҫне те пӗрле пайланӑ. Ҫак ҫул таранччен пӗр ҫемьере пурӑнса ҫитнӗ вӑхӑта тимӗр туй теҫҫӗ. Чӑннипех те тимӗр пек ҫирӗпленсе ҫитнӗ темелле  вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне.

— Эпир мӑшӑрланнӑ ҫул пирӗн ялта 10 туй пулнине тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп. Вӗсенчен эпир ҫеҫ ҫак вӑхӑта мӑшӑрлӑ пурӑнса ҫитнӗшӗн савӑнатпӑр, — теҫҫӗ Шингаловсем. Вӗсем ҫине пӑхатӑн та, 80 ҫултан иртнӗ теме   ҫук. Нуши-тертне нумай курнӑ пулин те, вӑхӑт илемсӗр- летмен вӗсене. Тен, пӗр-пӗриншӗн пурӑнни, ӑнланни хӑват парса пынӑ мӑшӑрсене;

Нина Федотовнӑпа Иван Васильевич Шингаловсене малашне те ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *