Хирти Явӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче 4—6-мӗш классенчен вӗренсе тухнисемшӗн июнӗн 1-мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунпа анчах мар, тепӗр паллӑ пулӑмпа та асра юлчӗ.
Ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли препаратсем тата микроудобренисем туса кӑларакан «Шанс» фирма ӗҫченӗсем пулӑшнипе вӗсем хӑйсене чӑн-чӑн агрономсем пек туйса курчӗҫ. Кунта «Аграри шкулӗ» проекта пурнӑҫласа агрозанятисем иртрӗҫ. Фирма специалисчӗсем Т.М.Васильева вӗрентекенпе пӗрле ачасемпе «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирне тухса унти ҫӗрсен пахалӑхне тӗпчерӗҫ. Ҫур тыррисен тата хӗвелҫаврӑнӑш уйӗсенчи тӑпрана анализа илсе унта ӳсен-тӑрана аталанма кирлӗ микроэлементсен шайӗ мӗнле пулнине ятарлӑ приборсемпе тӗрӗслерӗҫ.
Тишкерӳсем пӗтӗмӗшле илсен ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсенче ӳсен-тӑрансене аталанса ӳсме кирлӗ микроэлементсем ҫителӗклӗ пулнине кӑтартса пачӗҫ. Ҫакӑн пек занятисем йӗркелени ачасене тыр-пула тата курӑксене ҫиелтен пӑхса киленме ҫеҫ мар, вӗсене шалтан тӗпчесе хаклама та май парать. Вӑрлӑха акнипе анчах мар, калчасене тивӗҫлӗ шайра апатлантармалла та, ӳсме кирлӗ условисем те туса памалла. Ҫакна ачасем хӑйсен куҫӗсемпе курса ӗненчӗҫ. Ҫакӑн пек вӗрентӳсем йӗркелени ачасенче ҫӗр ӗҫченӗн туйӑмӗсене вӑратасса шанатпӑр.
Николай Ильин.