Понедельник, 27 мая

Спорта юратма вӗрентекен

Спорта юратма вӗрентекен

Вӗрентекен ӗҫӗ яваплӑ. Вӑл ачасене пӗлӳ тӗнчипе паллаштарать, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать. Ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫлеме вӗсене мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, ырӑлӑх, пӗлӳ кирлӗ мар-ши! Ман шутпа, хальхи вӑхӑтра шкулта  чӑннипех ачасене юратакан ҫынсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ.

Пирӗн шкулти вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир, халь шкулта вӗренекенсем, учительсене хисеплетпӗр, вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр. Мӗнле хисеплемӗн-ха вӗрентекен?; Вӑл пӗтӗм ачан пурнӑҫӗпе, савӑнӑҫӗ-хуйхипе пурӑнать. Кашни вӗренекене хӑй ачи пек йышӑнать, йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, унпа пӗрле савӑнать те, кулянать те.

Пур шкул ачин те хӑйне ҫывӑх, ӑнланакан педагог пур. Маншӑн вӑл — Асанкасси вӑтам шку- лӗнче вӑй хуракан Геннадий Николаевич Петухов. Учитель хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӗрентӗве халалланӑ. Шкулта хӗрӗх пӗр ҫул тӑрӑшать физкультура учителӗ, ачасене пӗчӗкрен спортпа туслаштарас тесе ҫине тӑрать. Вӑл — ырӑ, пултаруллӑ, хисеплӗ, чуна ҫывӑх, ӑнланма тата темле йывӑр ыйтӑва та татса пама пултаракан ҫын.  Геннадий Николаевич уроксене кӑсӑклӑ тата усӑллӑ ирттерет. Эпир эстафетӑсене хутшӑнатпӑр, чупатпӑр, сикетпӗр, тӗрлӗ вӑйӑ вылятпӑр.  Хӑш вӑхӑтра шӑнкӑрав янранине те сиссе юлаймастпӑр! Вӗрентекен спортпа яланах туслӑ пулмаллине, сывлӑха ҫирӗплетмеллине аса илтерсех тӑрать. Геннадий Николаевич ҫирӗп ыйтать. Паян ҫирӗп ыйтмасан ачасен ыранхи куна тивӗҫтерекен пӗлӳпе кӑмӑл-сипет шайӗ пулмӗ. Г.Н.Петухов пурне те йӗркеллӗ ҫын тӑвасшӑн ҫунать. Вӑл йӑлтах асӑрхать, йӑнӑш тусан тӗрӗс ҫул ҫине тӑратать, ӑнланмасан — ӑнлантарать. Ҫапла туса вӗрентекен ача чунӗнчи ырӑ туйӑмсене вӑратать, ыррипе усаллине уйӑрса илме, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентет. Геннадий Николаевич ачасемпе пӗр чӗлхе тупнӑ. Ку вара — пысӑк ӑсталӑх.

Г.Петухов ача чухне хӑйӗн пурнӑҫне шкулпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленмен те… Вӑл Асанкассинче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, ҫак ялти шкултах вӑтам пӗлӳ пухнӑ. Шкул саккинченех спортпа туслӑ пулнӑ. Тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ, уйрӑмах хоккейла выляса, йӗлтӗрпе чупса,  ирӗклӗ майпа кӗрешсе ҫитӗнӳсем тунӑ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ каччӑ арҫын ачасен ушкӑнне йӗркелесе кӗрешӳ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.

Ҫара кайса килсен Геннадий Николаевич Шупашкарти электроаппарат заводне ӗҫе вырнаҫать. Унта вӑл конькипе чупма пуҫлать. Цехсем хушшинче иртекен ӑмӑртура пилӗкҫӗр метрлӑ дистанцие чупса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрать, пин метрта — иккӗмӗш.

Ҫын шӑпана суйламасть теҫҫӗ. Питӗ кӑсӑклӑ шухӑш, анчах та эпӗ унпа килӗшместӗп. Учитель профессине ҫын хӑй чун туртнипе суйлать. Геннадий Николаевич пурнӑҫӗнче те ҫаплах пулса тухнӑ. 1978 ҫулта вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физкультура факультетне вӗренме кӗрет. Студент пулнӑ вӑхӑта ӑшшӑн аса илет. Хӑйӗн вӗрентекенӗсенчен пӗри — пӗрремӗш олимпиец, 1956 ҫулхи Олимп вӑййисен бронза призерӗ Ардалион Васильевич Игнатьев пулнипе мӑнаҫланать. Учитель унӑн ырӑ канашӗсене тӗпе хурса ӗҫлет.

Институт пӗтерсен тӑ-ван яла таврӑнать, шкула ӗҫлеме вырнаҫать. Кунтах вӑл ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине йӗркелет. Ачасем унта хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Паянхи куна Геннадий Николаевич тӑватӑ спорт мастерӗ, спорт мастерӗн вунвиҫӗ кандидачӗ хатӗрленӗ. Вӑтӑр пилӗк ача пӗрремӗш спорт разрядне тивӗҫнӗ. Унӑн вӗренекенӗ, ирӗклӗ майпа кӗрешекен Ольга Денисова Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш призерӗ пулса тӑнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ 1994 ҫулта вӗрентекенӗмӗре «Халӑх ҫутӗҫ отличникӗ», 2002 ҫулта вара «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.

Г.Н.Петухов йӗркеленипе Асанкасси вӑтам шкулӗнче Совет Союзӗн Геройне Ф.Н.Чернова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен республика шайӗнчи турнирӗ кашни ҫул иртет. Кӑҫал вӑл вӑтӑр виҫҫӗмӗш хут пулчӗ. Унта хамӑр регионти спортсменсем ҫеҫ мар, Тутарстанран, Мордовирен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те хутшӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне, 22 ҫул ӗнтӗ Гурий Назаров летчик-испытатель ячӗпе волейболла вылякансен районти турнирӗ иртет. Вӑл ҫулсерен Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче пулать. Пархатарлӑ ӗҫ тӑвать Геннадий Николаевич. Хӑйӗн чун пуянлӑхӗ урлӑ ҫамрӑксене те хамӑр ентешсене хисеплеме вӗрентет. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн патриочӗсем пуласса шанать.

Юратнӑ вӗрентекен! Малашне те паянхи пекех вашават, маттур, хастар пулма сунатӑп. Сывлӑхӑр ҫирӗп пултӑр! Эсир манӑн шӑпара ырӑ йӗр хӑваракан, ӑс-тӑнпа характера ҫирӗплетсе, ӑсталӑха аталантарса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларакан. Тайма пуҫ Сире!

Георгий КАТМАКОВ,

 Асанкасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *