Четверг, 25 апреля

Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Майӑн 27-мӗшӗнче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунне паллӑ турӗҫ. 2023 ҫулта, Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулнӑ май, уява библиотека ӗҫӗн легендисене — библиотека отрасльне пахалӑхлӑ улшӑнусем кӗртнӗ ҫынсене халалланӑ. Шӑпах ҫавнашкал маттур ҫынсене пула пӗтӗм ҫӗршыври  библиотекӑсене — Калининградран Камчаткӑна ҫити — модернизацилеҫҫӗ.

Раҫҫей патшалӑх библиотекинче, Пашков ҫуртӗнче, ҫав кун чаплӑ лару-тӑрура чыслав иртнӗ. Чӑваш Республикинчен унта хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗн централизациленӗ                 библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова тивӗҫнӗ.

Инна Петровна ертсе пынипе вулавӑшсенче ҫулсерен пин ытла культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ, библиотека акцийӗ иртет, вулава малалла аталантармалли, ҫав шутра регионсен хушшинчи тата республика шайӗнчи проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Комсомольски округӗнчи «Культура» наци проекчӗ шайӗнче халӗ тӗп библиотекӑна модернизацилеҫҫӗ. 2024 ҫулта  ача-пӑча библиотекине ҫӗнетме конкурс заявки хатӗрлеҫҫӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысӑк профессионализмшӑн, библиотека отрасльне упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Инна Ядровӑна Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин асӑну медалӗпе тата грамотипе наградӑланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *