Понедельник, 24 июня

Кооператорсен ӗҫӗ журналистсемшӗн ҫывӑх

Кооператорсен ӗҫӗ журналистсемшӗн ҫывӑх

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикинчи потребительсен кооперацине туса хунӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнче журналистсен семинар-канашлӑвне ирттерчӗҫ. Ӑна Чӑвашпотребсоюз, ЧР Цифра министерстви тата Чӑваш Енри журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Пресс-тура хутшӑнса республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем Комсомольски райповӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, потребительсен кооперацийӗн тӗрлӗ объекчӗсене ҫитсе курчӗҫ.

Чи малтанах мероприятие хутшӑнакансем Аслӑ Чурачӑк ялӗнчи «Встреча» кафере пулчӗҫ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура куллен кирлӗ таварсем сутмалли магазина тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ. Магазина нумаях пулмасть ҫеҫ тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва хаклӑ хӑнасем — Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Раҫҫей Центросоюзӗн Информаципе коммуникаци центрӗн директорӗ Галина Лашманова, Комсомольски райпо Совечӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Чӗчкен ял территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Тумаланов касрӗҫ. Валерий Михайлович ял ҫыннисене потребительсен кооперацине пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ, ялти магазинсене реконструкцилени, халӑха таварпа тивӗҫтерессине лайӑхлатни потребкоопераци аталанӑвӗн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртрӗ.

Малалла ҫул Урмаелӗнчи мечете выртрӗ. Унтан массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем Комсомольскинчи ҫӑкӑр заводне ҫитсе унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ. Паянхи кун завод вун-вун тӗрлӗ продукци туса кӑларать. Вӗсене райпо тытӑмӗн тӗрлӗ ялсенче вырнаҫнӑ магазинӗсенче, республикӑри тӗрлӗ округсенче те  туянма пулать. Округ ҫыннисем вырӑнти заводӑн продукцийӗпе хапӑлласах сӑйланаҫҫӗ.

«Кооператор» ООО-н продукцийӗпе те пуҫтарӑннисем интересленсех паллашрӗҫ. Унӑн директорӗ Альбина Краснова пылак шывсем, сӗткенсем мӗнле хатӗрленине тӗплӗн каласа пачӗ, журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине туллин хуравласа предприятин ӗҫ-хӗлне уҫӑмлатрӗ.

Ҫавӑн пекех пресс-тура хутшӑнакансем «Торговый дом» суту-илӳ ҫуртне, райпо тытӑмне кӗрекен аптекӑна, тӗрлӗ магазинсене ҫитсе курчӗҫ, Комсомольски райповӗн ӗҫне тӗплӗн йӗркеленине, халӑха пысӑк пахалӑхлӑ продукци сӗннине курса ӗненчӗҫ. Конкуренци кунран-кун   ӳссе пырать пулсан та, кооператорсем самана уттинчен юлмаҫҫӗ, ял территорийӗсене аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑваҫҫӗ.

Семинар-канашлӑва хутшӑнакансем «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗнче те пулса курчӗҫ, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Пуҫтарӑннисем ҫавра сӗтел ирттерсе мероприятие пӗтӗмлетрӗҫ, райпо тытӑмӗнче вӑй хуракансене уявпа саламласа ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов потребкоопераци организацийӗсенче инвестици проекчӗсене мӗнле ӗҫе кӗртнипе паллаштарчӗ, потребкоопераци аталанӑвӗ ҫине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те хӑйсен тӳпине хывнине палӑртрӗ. ЧР Цифра министерствин ертӳҫин ҫумӗ Анна Иванова потребительсен кооперацийӗн коллективне юбилейпе саламласа массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе килӗштерсе вӑй хунӑшӑн тав турӗ. «Эсир журналистсемпе активлӑн хутшӑнатӑр, ял тӑрӑхӗсене аталантарма тата ялти пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани ҫинчен каласа паратӑр, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пынипе халӑха вӑхӑтра паллаштаратӑр. Сирӗн ӗҫ республикӑн имиджне лайӑхлатма пулӑшать», — палӑртрӗ вӑл.

ЧР Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров обществӑлла организацие туса хунин историйӗпе, унччен пресс-турсем мӗнле иртнипе паллаштарчӗ. Раҫҫей Центросоюзӗн Информаципе коммуникаци центрӗн директорӗ Галина Лашманова журналистсене потребкоопераципе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ темӑсене активлӑ ҫутатма сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Комсомольски райповне нумай ҫул ертсе пынӑ Евгений Карпеев тата ыттисем те коопераци ӗҫченӗсене уявпа саламларӗҫ, малашне те пурнӑҫ уттипе тан ӗлкӗрсе пыма, халӑха пахалӑхлӑ таварсем сӗнме, ассортимента пуянлатса пыма сунчӗҫ.

Мероприятие пӗтӗмлетсе республикӑра иртнӗ «Потребительсен кооперацийӗ — 2022» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене тата чи ӑста журналистсене чысларӗҫ.

Республикӑри потребительсен пӗрремӗш обществине 1893 ҫулта рабочисем Улатӑр хулин чукун ҫул мастерскойӗсенче туса хунӑ. Ҫакӑнтан ытти хуласемпе яллӑ вырӑнсенче потребительсен кооперативӗсем тӑвасси пуҫланса кайнӑ. 1920 ҫулта кооператорсен интересӗсене хӳтӗлеме Чӑваш автономи облаҫӗнчи потребительсен обществин союзне — халӗ Чӑвашпотребсоюз — туса хунӑ. Вӑл Чӑваш автономи облаҫӗнчи 78 обществӑн потребителӗсене пӗрлештернӗ. Паянхи кун кооператорсем суту-илӗве активлӑн аталантараҫҫӗ, обществӑлла апатлану,  хатӗрлев, халӑха валли тӗрлӗ таварсем туса кӑларас енсемпе ӗҫлеҫҫӗ.

КОММЕНТАРИ

Александр МАГАРИН, ЧР Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи:

— Вырӑна тухса ирттерекен ҫакӑн пек семинар-канашлусем пире республикӑри тӗрлӗ округсенче пулса курма, унти пурнӑҫпа паллашма май параҫҫӗ. Акӑ,  Чӑвашпотребсоюзӑн Комсомольски райповӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлласах паллашрӑмӑр. Вӗсем халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тесе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Суту-илӳ ҫурчӗсене ҫӗнетсе хӑтлӑх кӗртнипе пӗрлех ассортимента та пуянлатса пыраҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *