Понедельник, 15 июля

Инкек пуласран асӑрханмалла

Майӑн 19-мӗшӗнче пирӗн округри Асанкасси территори уйрӑмӗнче  граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен Чӑваш Республикинчи патшалӑх комитечӗн, Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енти управленийӗн, республикӑри муниципалитетсен совечӗн вырӑна тухса йӗркеленӗ коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ.

Пурнӑҫра кулленхи ӗҫ-пуҫпа, канупа пӗрлех кӗтмен ҫӗртен инкек-синкек те сиксе тухать. Вӗсене хирӗҫ кӗрешме эпир хатӗр-и-ха? Синкерсем ан пулччӑр тесен мӗн тумалла? Унта ҫак тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Коллеги ӗҫне Граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен Чӑваш Республикинчи патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, РФ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енти управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Федор Фомин, республикӑри муниципалитетсен совечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, республикӑри муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем тата яваплӑ ытти ҫынсем хутшӑннӑ. Калаҫу тӗпрен илсен вут-кӑвартан сыхланас, ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтра шыва кӗнӗ чухне путасран асӑрханас ыйтусем тавра пынӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене ҫӑлас, пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсене  ялти пӗвери тӗслӗхсем урлӑ кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан халӑха асӑрхаттарса пӗлтерес ыйтусене те пӑхса тухнӑ.

«Инкек нихӑҫан та куҫа курӑнса килмест, ҫавӑнпа та яланах тимлӗ пулмалла», — палӑртнӑ ларӑва хутшӑнакансем.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *