Пятница, 26 апреля

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ кӑҫалхи Ҫырӑвӗнче  хамӑр республикӑрах пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑхсем туса илессипе тухӑҫлӑрах ӗҫлемеллине палӑртнӑччӗ. Майӑн 17-мӗшӗнче Канаш, Патӑрьел, Елчӗк муниципаллӑ округӗсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ май Олег Алексеевич пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирмӑна та ҫитсе курнӑ.

Олег Николаев тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов агрофирмӑн Йӑлмахвари пахалӑхлӑ ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен теплицинче пулнӑ, унти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Ку компани «Развитие семеноводства картофеля и создание конкурентоспособного семенного фонда перспективных отечественных сортов картофеля в условиях Приволжского федерального округа» наукӑпа техника проектне хутшӑнать. Иртнӗ ҫул кунта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» 66 тонна супер-супер элита, 137,6 тонна супер элита вӑрлӑхӗ туса илнӗ.

«Кун чухлӗ вӑрлӑх Чӑваш Республикине тата кӳршӗ регионсене ҫӗрулмин элита класлӑ  вӑрлӑхӗпе туллин тивӗҫтерме ҫитет», — палӑртнӑ «Слава картофелю» агрофирма генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин.

Олег Николаев агрофирма ӗҫне лайӑх хак панӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *