Воскресенье, 14 июля

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ

Ӗмӗр-ӗмӗрех Раҫҫейре ҫын хуйхипе инкекне чӗре патне йышӑнакан ҫынсем пурӑннӑ, хальхи вӑхӑтра та ун пеккисем йышлӑ. Хастар граждансем, ҫамрӑксемпе шкул ачисем социаллӑ тӗллевлӗ коммерциллӗ мар организацисене, волонтерсен юхӑмӗсене пӗрлешеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри хӑй тӗллӗнех,  кӳршӗлле, пӗччен ҫынсене пӑхать. Хастарсем общество пурнӑҫӗн пур сферине те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ: ҫухалса кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ, экологие тимлӗх уйӑраҫҫӗ, чӗрчунсене хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем истори еткерлӗхне сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ, спорт мероприятийӗсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ те, ҫав шутра пирӗн округра пурӑнакансем те, ырӑ ӗҫ тума яланах хатӗр, ҫапла тӑваҫҫӗ те.

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн вара ҫӗршывӗпех волонтерсем пулса тӑтӑмӑр тесен те йӑнӑш мар, ватти-вӗтти пӗр чӑмӑра пӗрлешрӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе салтаксене пулӑшас текенсем йышлӑ пулни пирӗн ҫынсем вӑрҫӑ тути-масине тӳсекенсене пултарнӑ таран пулӑшма чун-чӗререн ӑнтӑлнине аван ҫирӗплетет. 

Ҫапла, ырӑ ӗҫ валли пурнӑҫра яланах вырӑн пур. Хӗҫ-пӑшалсӑр «салтаксем» — волонтерсем — питӗ кирлӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Чун хушнипе тӑвакан пӗтӗм ӗҫ вара усӑллӑ ҫеҫ мар, сӑваплӑ та. Ҫын нушине ӑнланса яланах пулӑшу аллине тӑсса пама тӑрӑшасчӗ.

Ыркӑмӑллӑх, ҫынлӑх, чунлӑх, пӗр-пӗрне йывӑрлӑхра пулӑшасси нихӑҫан та модӑран тухмаҫҫӗ, кивелмеҫҫӗ. Ҫак темӑсене анлӑрах ҫӗклес тӗллевпе Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви йӗркеленипе ирттернӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсне хутшӑнтӑмӑр. «Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет» социаллӑ проект хатӗрлерӗмӗр. «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ  унта шӑпах ҫӳлерех асӑннӑ темӑсене хускатасшӑн. Ҫавӑн пекех пӗччен ватӑсен, сывлӑх енчен хавшанӑ ҫынсен пурнӑҫне те тимлӗх уйӑрасшӑн, вӗсене куллен пулӑшакансемпе паллаштарасшӑн. Кунсӑр пуҫне, патшалӑх ҫавнашкал ҫынсене мӗнле пулӑшупа тивӗҫтернине те каласа парас кӑмӑл пур. Паллах, маттур социаллӑ ӗҫченсемпе те паллаштарӑпӑр. Хаҫат вулакансене те пирӗн проекта хутшӑнма чӗнетпӗр. Сирӗн таврара ҫавнашкал ҫынсем пур пулсан редакцие ҫырса е шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *