Пятница, 12 апреля

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла

2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче ҫӗршыври ҫынсен пурнӑҫӗ унчченхи тата хальхи ҫине пайланчӗ. Ирӗклӗхпе никама пӑхӑнманлӑхшӑн, нацизмсӑр телейлӗ пуласлӑхшӑн пыракан кӗрешӳре Раҫҫей малти вырӑна тухрӗ. Нумайӑшӗн тӑванӗсем, мӑшӑрӗсемпе пӗлӗшӗсем Украинӑна демилитаризацилес тата денацификацилес енӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халӑх яланах май пур таран пулӑшнӑ. Паянхи вӑхӑтра та ҫак йӑла пӑрахӑҫа тухма мар, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах аталанса пырать. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен чӗнӳ  пурне те пӗр тӗвве ҫыхрӗ.

Пархатарлӑ ҫак ӗҫре ентешсем те питӗ хастар. Комсомольски муниципаллӑ округ территорийӗнче пурӑнакансем ҫӗршыва хӳтӗлекенсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас пуҫарура питӗ тӑрӑшуллӑ. Стройматериалпа, автотранспортпа, апат-ҫимӗҫпе, эмелсемпе тивӗҫтерессине, маскировка сеткисене, окоп ҫуртисене тӑвассине ялсенче пурӑнакансем хӑйсем ҫине илчӗҫ. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» фондӑн округри администраторӗ Минфенисе Минзекремовна Прохорова хастар та маттур, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ. Шӑпах вӑл тата волонтерсем ҫак япаласене пурне те пӗр ҫӗре пуҫтарса ятарлӑ ҫар операцине ӑсатассине йӗркелеҫҫӗ.

— Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа Комсомольски округӗнчен ҫар ҫыннисем, тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнисем патне  виҫӗ хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне, республикӑри «Пӗрле» фонд урлӑ та 2 автомашина, салтаксене кирлӗ ытти япаласем янӑ. Ҫавӑн пекех контракт мелӗпе ҫар службине каякансене те сумкӑсем хатӗрлесе парса яратпӑр. Пирӗн округра чӑннипех ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене май пур таран курӑмлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Ҫак ӗҫе ача-пӑчаран пуҫласа тивӗҫлӗ канурисем таранах хутшӑнаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра пуҫтарӑннӑ укҫа-тенке прицелсем, бинокльсем, инструментсем, рацисем туяннӑ ҫӗре яратпӑр. Нумаях пулмасть Комсомольскинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм прицел илме 250 пин тенкӗ куҫарса пачӗ. Хӑйӗн ятне калама ыйтмарӗ, «пысӑк чӗреллӗ» пулнӑшӑн ӑна чунтан тав тӑвас килет. Ҫичӗ-сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ асаннесемпе кукамайсем те паян нацизм ҫулне пӳлме хутшӑнакан мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем валли ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен пенси укҫине хываҫҫӗ.

Уйрӑм ҫынсем кӑна мар, организаци-предприятисем те айккинче юлмаҫҫӗ. Акӑ, «Кооператор» производство комбиначӗ тӑтӑшах пулӑшать. Комсомольскинчи сӗт комбиначӗ пархатарлӑ ӗҫ валли «ГАЗель» уйӑрса пачӗ. Унӑн водителӗ Александр Иванов «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин районти лидерӗпе Василий Кокаревпа 2 хутчен инҫетри ентешсем патне ҫитсе килчӗҫ. Тепрехинче Кирилл Сорокин хӑйӗн автомашинипе Денис Потаповпа, Владислав Трофимовпа пӗрле вӑрӑм ҫула тухрӗҫ. Каҫал енрен гуманитари пулӑшӑвне ҫитерсе паракан ушкӑна Запорожьере (ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнта) кашнинчех хамӑр ентеш Владимир Сергеевич Жуков кӗтсе илет. Мӗнпур тавара пушатма, складсене вырнаҫтарма пулӑшать. Тӑванӗсем кама та пулин ятран парса янӑ посылкӑсене салтаксене леҫсе парать. Мобилизациленисемшӗн вӑл ашшӗ вырӑнӗнчех. Донбасс, Сватово, Луганск енне те гуманитари грузӗ ӑсатнӑ.  

Апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе, тумтирпе, батарейкӑсемпе, ытти япаласемпе тӑтӑшах тивӗҫтерсе тӑнӑшӑн Александр Батюков, Надежда Романова, Галина Зайцева, Эдуард Кокшин  предпринимательсене чунтан тав тӑвас килет.

Шкулсемпе ача-пӑча сачӗсен, ытти организацисен коллективӗсем те ырӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Шкул ачисем окоп ҫуртисем чылай хатӗрленӗ, ҫырусем ҫырнӑ, ашшӗсемпе тетӗшӗсен пурнӑҫне упракан талисмансем ӑсталанӑ. Ҫавӑн пекех маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫре те хастар вӗсем. Нӗркеҫ, Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш, Ҫӗнӗ Мӑрат, Хирти Мӑнтӑр, Хырай Ӗнел, Шурут вӑтам, Хырхӗрри, Чӗчкен тӗп шкулӗсем, «Лейсан», «Радуга» ача сачӗсем уйрӑмах хастаррине палӑртса хӑварас килет.

Сӑмах май каласан, паянхи куна 130 яхӑн маскировка сетки ҫыхнӑ, 120-ӗшне пирӗн салтаксем патне ҫитернӗ ӗнтӗ, ытларахӑшне разведротӑсене янӑ. Ялта пурӑнакансем культура ҫурчӗсене, шкулсене пухӑнса ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ. Килӗсенче ҫыхакансем те пур. Акӑ, Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи Нина Ивановна Безрукинапа Галина Ивановна Никифорова халӗ иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Нина Ивановна ӗмӗрӗпех ачасене тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассипе тимленӗ. Галина Ивановна тӑван хуҫалӑх специалисчӗ пулнӑ. Вӗсем ҫӗршыва усӑ тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, килӗсенче  сеткӑсем ҫыхма пикеннӗ. Пурҫӑн ҫиппине те хӑйсен укҫи-тенкипех туянаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Мӑратри Валентинӑпа Сергей Филипповсене те чӑн-чӑн патриотсем тесе калас килет. Вӗсем те хӳтӗлев сетки ҫыхассине килӗнче йӗркеленӗ, ку ӗҫе ачисем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Пирӗн хушӑра вӑй-халне, укҫи-тенкине хӗрхенмесӗр, хӑйсен вӑхӑтне ыркӑмӑллӑх ӗҫӗ ҫине яракан ҫынсем пуррипе чӑннипех мӑнаҫланас килет. Акӑ, Владимир Вороновпа (Нӗркеҫ) Герман Крылов (Хирти Мӑнтӑр) волонтерсем пире пӗтӗм ӗҫре пулӑшса пыраҫҫӗ. Татах та йышлӑ ун пеккисем, пӗтӗмӗшне асӑнса та пӗтереймӗн. «Каҫал ен» хаҫат урлӑ чылайӑшӗ ҫинчен каласа та панӑ ӗнтӗ. Уйрӑмах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем, Хирти Мӑнтӑрти, Йӑлмахвари, Кӗҫӗн Каҫалти, Кивӗ Сӗнтӗрти халӑх хастар та тӑрӑшуллӑ пулнине палӑртас килет.

АВТОРТАН: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пекех, «Пӗтӗмпех — ҫӗнтерӳшӗн!» лозунг халӑхшӑн тепӗр хут чӗнӳ вырӑнне пулса тӑчӗ. Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ эпир капитализм хуҫисем чӗртнӗ вут-кӑвара сӳнтерме, нацистсене тӗп тума, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пултаратпӑр.  «Пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла» теҫҫӗ-ҫке халӑхра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *