Четверг, 18 апреля

Масарсене тирпейлерӗҫ

Масарсене тирпейлерӗҫ

Ҫутҫанталӑк илемленнӗ, тавралӑх ешернӗ вӑхӑтра ялти чи таса вырӑна, масара, тирпей-илем кӗртесси пирки те манса каймалла мар.

Ҫакна шута илсе малтан Тӗвенеш, тепӗр кун Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенче пурӑнакансем ҫывӑх ҫыннисем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Кунти тасамарлӑха пуҫтарнипе пӗрлех ӳссе кайнӑ йывӑҫсене касрӗҫ, хунавсене иртрӗҫ, вилтӑприсене  ҫумкурӑкран тасатрӗҫ.  Кам пӑчкӑпа, кам пуртӑпа ӗҫлерӗ. Пурте кӑмӑлтан, тӑрӑшса вӑй хучӗҫ. Ҫак ӗҫсене 30 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче ватӑсем те, ҫамрӑксем те пулчӗҫ.

Халӗ масар ҫине пырса кӗме кӑмӑллӑ,  унта тирпейлӗх хуҫаланать.

Галина Новикова,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *