Комсомольскинчи искусствӑсен ача-пӑча шкулӗнче вӗренекенсем республика шайӗнчи конкурс-фестивальсене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Хутшӑнаҫҫӗ ҫеҫ мар, ҫӗнтерӳсемпе таврӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ ачасемпе пӗрлех унта ӗҫлекен преподавательсен ӑнӑҫӑвӗ те.
Акӑ, «Культура» наци проектне пурнӑҫа кӗртес, юрӑ-ташӑра пултаруллӑ ачасемпе коллективсене тупса палӑртас тӗллевпе нумаях пулмасть иртнӗ республикӑри «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсран пирӗн ентешсем черетлӗ ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Районти искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалне ҫӳрекен Сергей Лукиянов (ертӳҫи Т.В.Макарова, концертмейстрӗ С.А.Просвирнов) «Вокал» номинацире, Т.Е.Иванова ертсе пыракан «Островок» хореографи ансамблӗ «Хореография» номинацире гран-прие тивӗҫнӗ. «Вербочки» вокал ансамблӗ (ертӳҫи И.В.Спиридонова), «Лучики» хор (ертӳҫи О.Н.Воронова) лауреатсем пулса тӑнӑ. «Вокальный ансамбль» номинацире Юлия Сапожниковӑпа Анастасия Николаева (ертӳҫи Т.Н.Сапожникова), «Инструментальное творчество» номинацире Артур Тарасов (ертӳҫи Л.А.Петрова) 2 степеньлӗ лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Фестивальтен «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Т.В.Макарова, концертмейстрӗ С.А.Просвирнов) «Фольклорное творчество» номинацире, Виктория Нестерева (ертӳҫи Т.Н.Сапожникова) «Вокал» номинацире 3-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса таврӑннӑ.
(Хамӑр инф.).