Уяв хаваслӑх парнеленӗ

Уяв хаваслӑх парнеленӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри пекех, пирӗн округра та Ҫуркунне тата Ӗҫ уявне майӑн 1-мӗшӗнче анлӑн паллӑ тунӑ. Ялсенче тӗрлӗ мероприятисем пулса иртнӗ.

Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче культура ӗҫченӗсем пысӑк мероприяти йӗркеленӗ. Хӗвеллӗ те уяр ҫанталӑк, хаваслӑ та янравлӑ юрӑ-кӗвӗ ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне савӑнӑҫ сӗмӗ кӗртнӗ. Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ю.Н.Митюков, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова уяв ячӗпе саламланӑ, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ.

Капӑр тумлӑ артистсем сцена ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса илемлӗ юрӑсем парнеленӗ. Куракансем культура ӗҫченӗсен хорӗ шӑрантарнӑ «Москва майская», «Широка страна моя родная» юрӑсене уйрӑмах хапӑлласа кӗтсе илнӗ. М.Волкова, С.Орлова, М.Михеева, Е.Пермякова, Е.Макарова пултарулӑхне те юратса йышӑннӑ. Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗ ташланӑ ташӑсем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Паркра юрӑ-ташӑ сасси чылайччен янӑраса тӑнӑ. Концерта М.Кокоревӑпа Д.Муравьева ӑста ертсе пынӑ.

Округра пурӑнакансем Ҫуркунне тата Ӗҫ уявне хаваслӑ туйӑмсемпе ирттерсе янӑ. Умра тепӗр пысӑк праҫник — майӑн 9-мӗшӗ — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ӑна та   ҫӳллӗ шайра уявлама палӑртаҫҫӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *