Вӗсен ӗҫӗ пархатарлӑ та яваплӑ

Апрелӗн 30-мӗшӗ — Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Ҫак ятпа пирӗн округри 31-мӗш пушар   чаҫӗнче тӑрӑшакансем савӑнӑҫлӑ пуху ирттерчӗҫ. Вут-кӑвара хирӗҫ тӑма яланах хатӗр, инкек пулнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫитсе пушарпа кӗрешекен ӗҫченсене  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ прокурорӗ Олег Васильев, 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ Иван Ананьев, пушар надзорӗн инспекторӗ Владимир Давыдов саламларӗҫ. Пушар хуралӗнче тӑрӑшакансем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫланине, вӗсен ӗҫӗ пархатарлӑ та хӑрушӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Пархатарлӑ ӗҫре чылай ҫул хастар тӑрӑшакан ӗҫченсене — 31-мӗш пушар чаҫӗнчи А.В.Прохорова, А.Н.Лупова, Г.В.Карзакова, «Аслӑ Ҫӗрпӳел» муниципаллӑ пушар хуралӗн водительне В.Ф.Акчурина, «Восток», «Рассвет» ЯХПКсенчи  пушар машинисен водителӗсене А.Н.Петровпа В.Ф.Корнилова, А.А.Викторовпа С.П.Пыркина — ЧР  Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине  31-мӗш пушар чаҫӗн водителӗсем С.П. Красновпа А.Н.Матвеев тивӗҫрӗҫ.

Инкек нихӑҫан та куҫа курӑнса килмест. Округри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем малашне те йывӑр лару-тӑру сиксе тухсан ҫула тухма яланах хатӗр пуласса шанатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *