Уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Кӑҫал ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫураки ирттерме ҫанталӑк лайӑх тӑчӗ. Ҫавӑнпа та чылай хуҫалӑх ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама пултарчӗ. Малтан акнӑ хирсем симӗс тӗспе витӗнме те ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ.

Майӑн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 5056 гектар урпа, 4125 гектар тулӑ, 1542 гектар сӗлӗ, 204 гектар пӑрҫа, 1630 гектар пӗр ҫул  ӳсекен курӑксем, 155 гектар вика, 570 гектар рапс акнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акассине «Урожай», «Искра» колхозсем, «Слава», «Восток», «Асаново», «Рассвет» ЯХПКсем, «Родина» ООО, Р.М.Шарафутдиновӑн, «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем  вӗҫленӗ. Округри ытти предприятисенче те акмалли нумаях юлман.

Ҫавӑн пекех округра 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Р.Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем), 20 гектар кишӗр («Комсомольские овощи» агрофирма), 70 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ («Сюрбеево» ООО), 36,9 гектар  вӑрӑлӑх сухан акнӑ тата 15 гектар лартма сухан лартнӑ.

«Слава картофелю» агрофирма 75 гектар, «Рассвет» ЯХПК 35 гектар, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 33 гектар ҫӗрулми лартнӑ.

Округра уй-хир ӗҫӗсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *