Пятница, 19 апреля

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ

Майӑн 4-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра «Единая Россия» партин «Российское село» проекчӗн координаторӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатӗлӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов, Ю.А.Попов тата республикӑри влаҫ органӗсен представителӗсем ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Вӗсем малтанах Комсомольски ялӗнчи Буденный урамӗнчи ҫӗнӗрен тӑвакан парк вырӑнӗпе паллашнӑ, кунта ҫынсемпе калаҫса, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Элпуҫ ялӗнче кӑҫал хута яма палӑртакан «Дружба» культурӑпа кану паркне те ҫитсе курнӑ.

Халӑхпа тӗл пулнӑ май калаҫу тӗпрен илсен хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа тирпейлӗх кӗртесси пулнӑ. Тӗплӗнрех — хаҫатӑн ҫитес номерӗнче.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *