Вӑрҫӑ ҫинчен аса илме юратмастчӗ

Вӑрҫӑ ҫинчен аса илме юратмастчӗ

Манӑн аттене, Тӗвенеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Павел Порфирьевич Курицын-Порфирьева, 1939 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫар ретне илнӗ. Службӑна вӑл Уссурийск хулинче пуҫланӑ. Атте Хасан кӳлли ҫывӑхӗнчи яппун самурайӗсене хирӗҫ пынӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. 1941 ҫулта вӑрҫӑ пуҫлансан ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ. Смоленск хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте, Красно-Ясловск патӗнче тӑшман ункине татнӑ тӗлте тата ытти хаяр тытӑҫусене хутшӑнса юн тӑкнӑ. Ҫапла, чӑнах та юн тӑкнӑ, вӑл 4 хутчен аманса госпитальсенче сипленнӗ. Сывалса ҫитсен каллех фронта тухса кайнӑ. Прага хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн «За освобождение Праги» медале тивӗҫнӗ. Тӑван кӗтесе атте ҫичӗ ҫултан ҫеҫ, 1946 ҫулта, ҫаврӑнса ҫитнӗ. Салтак шинельне хывса тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Салтакра нумай вӑхӑт пулнӑ пулсан та, вӑрҫӑ вучӗ витӗр утса тухсан та вӑл вӑхӑтсем ҫинчен мухтанса та, хурласа та калаҫнине питех илтмен. Ҫав хӑрушӑ кунсене аса илме юратмастчӗ вӑл. Ҫавӑнпа та унӑн уйрӑм паттӑрлӑхӗ ҫинчен туллин каласа параймастӑп. Анчах та тӑшман тӑкакан вут-ҫулӑм витӗр атакӑна кайни, тапӑнса килекен вӑя хирӗҫ тӑни паттӑрлӑх мар-и? Вӑҫӑ вӑхӑтӗнче ун пек лару-тӑру сахал мар пулнӑ ӗнтӗ.

Атте вӑрҫӑран трофей шучӗпе сухал хырмалли бритва (опасная бритва) тата тута купӑсӗ илсе килнине ас тӑватӑп. Бритвӑпа вӑл мӗн виличченех усӑ курчӗ. Тута купӑсӗпе тӗрлӗ кӗвӗ ӗнӗретчӗ. Ман атте хут-купӑспа та ӑста вылятчӗ.

Чӑланта фанертан тунӑ чӑматан ларатчӗ. Унта йӑлтӑркка медальсем упранатчӗҫ. Эпир, пӗчӗк ачасем,  вӗсемпе выляттӑмӑр. Хӑшне-пӗрне ҫухатса пӗтернӗ пулӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫре тӑлӑхсен интерначӗ пурччӗ, унти ачасем пирӗн пата выляма та килетчӗҫ. Аллисем «кукӑртарахчӗ» те, вӗсем те вӑрлама пултарнӑ. Медалӗ чылай пулнине ас тӑватӑп. Аттен наградисем пирки ытларах пӗлес тесе республикӑри ҫар комиссариатне те, Тӗп архива та ыйтусемпе тухрӑм. Хальлӗхе уҫҫи-хуппине тупаймарӑм-ха.

Аттепе анне иртен пуҫласа каҫченех колхоз хирӗнче тӑрӑшатчӗҫ. Пире асанне пӑхатчӗ. Пушӑрах вӑхӑтра атте пирӗнпе калаҫса ларатчӗ. Вӑл вӗрентсе каланисем мана малашнехи пурнӑҫра питӗ пулӑшса пычӗҫ.

Павел Порфирьевич 1976 ҫулта пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртнӗ пулсан та, унӑн сӑнарӗ умрах.

Пирӗн ратнери тӑвансем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем чылайӑн. Вӗсен ячӗсене пулас ӑру валли ӗмӗр-ӗмӗр асра хӑварас тесе 2021 ҫулта «Герои Великой Победы» фотоальбом хатӗрлесе кӗнеке евӗр кӑлартӑм. Унта хамӑр йӑхри ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене, хӑш ҫулсенче пурӑннине ҫырса кӑтартрӑм. Вӑл ҫитӗнекен ӑрушӑн интереслӗ пуласса шанса тӑратӑп. Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсене яланах асра тытасчӗ.

Алексей Курицын.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *