Вӑрҫӑ тарнӑ йӗр хӑварнӑ

Вӑрҫӑ тарнӑ йӗр хӑварнӑ

Пурӑннӑ пулсан, вӑл кӑҫал 100 ҫул тултармаллаччӗ. Манӑн сӑмах Луцки салинче ҫуралса ӳснӗ Николай Павлович Лобанов пирки пырать.

Малтан арҫын ача ялти пуҫламӑш шкула пӗтернӗ. Малалла пӗлӳ илме Александровкӑна ҫӳренӗ. Кунта вӑл Костя Антоновпа (кайран Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗскерпе) пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ. Ҫу кунӗсенче уй-хирте тӑрӑшса колхоза пулӑшнӑ. Малалла Н.Лобанов Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, К.Антонов Комсомольски вӑтам шкулне ҫул тытнӑ. Ҫамрӑксем ҫутӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ. Хӑйсен умне тӗллевсем лартнӑ, вӗсене пурнӑҫлама шутланӑ. Анчах та вӗсен шухӑш-кӑмӑлне Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ.

Н.Лобанова 1941 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче ҫара илнӗ. Вунсаккӑр тултарнӑ каччӑ  малтанах Смоленскри стрелок-пулеметчиксем хатӗрлекен училищӗре вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Воронеж фронтӗнче   минометчик пулса ҫӗршыва хӳтӗленӗ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ. Тамбоври эвакогоспитальте сипленнӗ хыҫҫӑн каллех вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. 2-мӗш Украина фронтӗнчи хаяр тытӑҫусене хутшӑннӑ. Кунта вӑл сылтӑм  урине вӑйлӑ  амантнӑ. Рязань хулинчи госпитальтен ӑна килне яраҫҫӗ. Вӑрҫӑран 2-мӗш ушкӑн инваличӗ пулса таврӑннӑскер, Александровкӑри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ачасене вӗрентме пуҫлать. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑн мар майпа Хусанти патшалӑх институтӗнче естествознанипе географи факультетӗнче пӗлӳ илет. Ку шкулта Николай Павлович 1983 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Ачасене хӑйӗн предмечӗпе пӗлӳ панипе пӗрлех, вӑл вӗренекенсенче патриотизм туйӑмне аталантарас тесе те чылай вӑй хунӑ. Хастар ӗҫшӗн  Н.Лобанов 1975 ҫулта РСФСР Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ачасене пӗлӳ парас  тесе ҫине тӑрса вӑй хунӑшӑн учитель-ветеран ытти чылай наградӑна та тивӗҫнӗ.

Николай Павловичшӑн ӗмӗр тӑршшӗпех чи хаклӑ наградӑсем  ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн тивӗҫнисем пулса тӑнӑ. Ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ I степеньлӗ орденӗпе, «Хӑюлӑхшӑн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем унӑн пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. «Нихӑҫан та тек вӑрҫӑ ан пултӑрччӗ, вилӗмпе хӑрушлӑх илсе ан килтӗрччӗ», — тетчӗ вӑл. Н.П.Лобанов 2017 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

Анатолий Турханов.

Сӑн ӳкерчӗкре: Н.П.Лобанов (сылтӑмра) Александровкӑра А.Н.Герасимов ветеранпа пӗрле

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *