Хастар ҫамрӑксен слечӗ

Хастар ҫамрӑксен слечӗ

Апрелӗн 21—22-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Чӑваш Республикинчи Ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй ҫумӗнчи ача-пӑча общество канашӗн слечӗ иртрӗ. Ҫак мероприятие хутшӑнма мана шанчӗҫ. Малтанах Алевтина Федорова уполномоченнӑй хастар ҫамрӑксене чысларӗ. Тав ҫырӑвне тивӗҫнисен хушшинче эпӗ те пултӑм.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫамрӑксен тыткаларӑшӗсем пирки калаҫу пуҫланчӗ. Асӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явма  ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен прокуратура, полици ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Эпир вӗсенчен хамӑра кӑсӑклантаракан пур саманта та ыйтса пӗлтӗмӗр.

Малалла пире икӗ мастер-класс кӗтрӗ. Пӗрремӗшне Анжелика Иванова журналист, «Тӑван ятсем» проект авторӗ,  Чӑваш Ен регион управлени центрӗн специалисчӗ, ирттерчӗ.  Мана вӑл хускатнӑ «Ведение социальных сетей» тема килӗшрӗ. Пирӗн тепӗр спикер ачасемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм Раҫҫейри «Движение первых» обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн канашӗн председателӗ Олеся Илларионова пулчӗ. Вӑл пухӑннисене  Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксене пулӑшмалли майсем пирки ӑнлантарчӗ.

Каҫхине «Вызов» кинофильм пӑхрӑмӑр. Вӑл — Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнче ӳкернӗ  пӗрремӗш илемлӗ фильм.

Слетӑн иккӗмӗш кунӗнче А.Н.Федорова пире ВУЗсене кӗмелли йӗркесемпе паллаштарчӗ, мӗншӗн тесен ача-пӑча обществӑлла канашӗнче ытларах аслӑ классенче вӗренекенсем, нумайӑшӗ вара — пулас выпускниксем. Малалла Технопаркри мастер-классене ҫитсе куртӑмӑр. Виртуаллӑ хатӗрсемпе паллашса эпӗ уйӑх ҫине, Дубай, Нью-Йорк хулисене тата ытти интереслӗ вырӑнсене «ҫитсе куртӑм». Физика енӗпе хамӑн пӗлӗве пуянлатрӑм, электричество сӑнчӑрӗ пуҫтартӑм.

Мана ачасен обществӑлла канашӗн слетӗнче пулни питӗ килӗшрӗ.  Кун пек мероприятисем ытларах йӗркелессе шанас килет.

Анна ЖИРНОВА,

Комсомольски 1-мӗш шкулӗн вӗренекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *