Суббота, 20 апреля

Кадетсем бала  пуҫтарӑнчӗҫ

Кадетсем бала  пуҫтарӑнчӗҫ

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн пуҫарӑвӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа кадетсен 2-мӗш балӗ  «Кӗтне» ФСКра иртрӗ.

Ӑна уҫнӑ ҫӗре муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Германире тата Варшава Договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра тӑнӑ ҫарсен ветеранӗсен совечӗн членӗсем хутшӑнчӗҫ.

— Кадет балӗ вӑл — хӑюлӑхпа илемлӗх уявӗ. Ҫамрӑк кадетсем вальс кӗввипе илемлӗн ҫаврӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратнине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ, — палӑртрӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, уява килнисене саламланӑ май.

Кадетсен балне Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 5—10 классенче, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 5—7 классенче, Елчӗк вӑтам шкулӗнчи 5-мӗш класра, Ҫӗрпӳри В.Воротников ячӗллӗ 2-мӗш вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекен кадетсем хутшӑнчӗҫ.

Капӑр тумлӑ мӑшӑрсем илемлӗн ташланине пӑхса тӑма кӑмӑллӑ пулчӗ. Кадетсем вӗренӳре те, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те, обществӑлла ӗҫсенче те маттур, юрӑ-ташӑра та ӑста пулнине ҫак бал туллин   кӑтартса пачӗ.

Людмила Абрамова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *