Пятница, 26 апреля

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ

Иртнӗ эрнере Хирти Явӑш тӗп шкулӗн стадионӗнче округри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсем 100, 400, 1000 метра чупса, ҫӑмха ывӑтса ӑмӑртрӗҫ. Ҫак кун ҫанталӑкӗ те, ачасене хавхалантарнӑн, уяр та лӑпкӑ тӑчӗ. Чи малтанах ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, муниципаллӑ округ депутачӗ Р.М.Мансуров, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Ф.Асеинов, «Кӗтне» спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан  В.Х.Денисов  саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.  

Ӑмӑртусем 2010—2011 ҫулсенче ҫуралнисенчен пуҫланчӗҫ, 100 метр дистанцие чупса Д.Медведева 1-мӗш вырӑна тухрӗ, 2-мӗшне А.Морозова тивӗҫрӗ, А.Волкова виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Арҫын ачасем хушшинче С.Тарасов пӗрремӗш, Е.Кзыков иккӗмӗш, С.Лукиянов виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

2008 — 2009 ҫулсенче кун ҫутине килнӗ хӗр ачасен хушшинче кӗске дистанцинче Г.Шарафутдинова вӑр-варлӑхне кӑтартрӗ,   2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче П.Порфеновӑпа А.Прокопьева пулчӗҫ.

Яшсен хушшинче С.Кондратьев, Б.Галимзянов,  И.Оленев малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнисен хушшинче 100 метрлӑ дистанцире Д.Амерханова тантӑшӗсене пурне те хыҫа хӑварчӗ. Иккӗмӗш вырӑна К.Потапова, виҫҫӗмӗшне А.Гибатдинова ҫӗнсе илчӗҫ. Арҫын ачасенчен Д.Зиатдинов чи хӑвӑртраххи пулчӗ, Д.Филиппов, Р.Шайдуллов финиша иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫитрӗҫ.

2010—2011 ҫулхисенчен П.Семенова аван результат кӑтартрӗ, У.Васильева, В.Комиссарова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Каччӑсенчен Н.Лисин, Р.Мавлютов, И.Гайнуллов малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

2008—2009 ҫулсенче ҫуралнисенчен 400 метрлӑ дистанцире хӗрсен хушшинче Д.Сафьянова, К.Николаева, П.Порфенова чи маттуррисем пулчӗҫ.

Р.Гайнуллов дистанцие малтан вӗҫлерӗ. А.Алексеев, Ю.Галимзянов финиша ун хыҫҫӑнах ҫитрӗҫ.

2006—2007 ҫулхисенчен 400 метра чупассипе Д.Амерханова  хӑй пултаруллӑ пулнине тепре ҫирӗплетрӗ, чемпион ятне тивӗҫрӗ. А.Украинская тата А.Степанова иккӗ-виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Арҫын ачасенчен дистанцие Т.Никитин пӗрремӗш чупса тухрӗ, Р.Арифуллинпа   Р.Шайдуллов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене  ҫӗнсе илчӗҫ.

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасенчен пӗр ҫухрӑмлӑ дистанцире С.Осипова чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗ, Н.Борисовапа Я.Ефремова  ун хыҫҫӑн ҫитрӗҫ.

Арҫын ачасем хушшинче ҫак дистанцие чупса тухассипе М.Мышкина ҫитекен пулмарӗ, 2-мӗш вырӑна Н.Казаков илчӗ, 3-мӗшне С.Чебанин тухрӗ.

2008—2009 ҫулсенче ҫуралнисенчен Д.Арсентьева хӑйӗнчен никама та ирттермерӗ, Г.Шарафутдинова иккӗмӗш, М.Лукиянова виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Арҫын ачасенчен А.Алексеев, Я.Кокорев, А.Кондрашин пӗрре — виҫҫӗ вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

1000 метра 2010—2011 ҫулхисенчен Э.Айнетдинова пӗрремӗш чупса тухрӗ, Р.Григорьевапа А.Пермякова нумай кая юлмарӗҫ, ун хыҫҫӑнах финиша ҫитрӗҫ. Ҫак дистанцирех А.Нестеров, Е.Кзыков, С.Лукиянов малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.

Ҫӑмха ывӑтассипе 2010—2011 ҫулсенче ҫуралнисенчен Э.Сурина 1-мӗш, А.Пантелеймонова 2-мӗш, А.Тухфетуллина 3-мӗш пулчӗҫ. Арҫын ачасенчен С.Юнусов, А.Самаркин, М.Чернов малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

2008—2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсенчен А.Прокопьева, В.Портнова, А.Казакова, арҫын ачасенчен Е.Шумилкин, Я.Кокорев, А.Бугровский  мечӗке чи вӑйлӑ ывӑтакансем пулчӗҫ.

Ҫавӑн пекех 2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ А.Чуркина, Э. Демьянова, С.Иванов, М.Мышкин, Д.Филиппов ҫак спорт енӗпе чи пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫем пурте медальсене, Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *