Суббота, 27 апреля

Вӑрмана пушартан упрар

Вӑрмана пушартан упрар

Йывӑҫ — ҫутҫанталӑкӑн ӳпки, вӑрман — пирӗн пуянлӑх, сывлӑх. Ҫавӑнпа ӑна упрамалла, вут-ҫулӑм тухса шар кӑтартасран сыхланмалла. Кӑҫал юр ир кайса пӗтрӗ, ҫӗр типрӗ, унпа пӗрлех пушар тухас хӑрушлӑх та пысӑкланчӗ. Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин «Йӗпреҫ лесничестви» бюджет учрежденийӗн лесничийӗпе Александр Кондратьевпа типӗ ҫанталӑкра вӑрманта епле йӗркесене пӑхӑнмалли ҫинчен калаҫу пуҫартӑмӑр.

— Александр Андреевич, апрелӗн 10-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим вӑя кӗчӗ. Ҫак тап хӑр хӑҫанччен пырӗ?

— Комсомольски округӗн территорийӗнчи вӑрманӑн пысӑк пайӗ Йӗпреҫ лесничествине кӗрет. Ҫуркунне типӗ килнӗ май, регионта пушара хирӗҫле ятарлӑ режим пирки йышӑну кӑларнӑ, унпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа октябрь уйӑхӗчченех вӑрмана кӗрсе кӑвайт чӗртме юрамасть. Пушара хирӗҫле ятарлӑ режима пӑхӑнманнисене пысӑк штрафсем кӗтеҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ граждансене 50 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 90 пин, юридици сӑпачӗсене — 1 млн тенкӗ таран административлӑ штраф пама пултараҫҫӗ.    

— Канмалли кунсенче, уявсенче вӑрмана кайса шашлӑк пӗҫерес текенсем пулаҫҫех. Вӗсемпе мӗнле ӗҫсем йӗркелетӗр?

—  Хальхи вӑхӑтра пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе «Вут-кӑвара чар» профилактика мероприятийӗсем ирттеретпӗр. Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑнсенче иртен пуҫласа каҫчен хурал тӑратпӑр. Паллах, тӗп вырӑнта — халӑхпа ӗҫлесси. Граждансен пухӑвӗсене хутшӑнса ӑнлантару ӗҫӗсем тӑватпӑр, агитаци хучӗсем салататпӑр. Ҫавӑн пекех шкулсене ҫитсе вӗренекенсемпе тӗл пулатпӑр, профилактика калаҫӑвӗсем ирттеретпӗр. Вӑрман касма делянка илекенсем час-часах хӑйсем хыҫҫӑн тирпейлесе хӑвармаҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗслесе тӑратпӑр, йӗркене пӑснӑ пулсан протоколсем ҫыратпӑр. 

— Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансене вӑрманта харпӑр хӑйне тытмалли йӗркесене аса илтерсен те вырӑнлӑ пуль.

— Вӑрмана канма е похода кайнӑ чухне пуртӑ, хуҫланакан кӗреҫепе витре илӗр. Тӗтӗм шӑршине сиссенех мӗн ҫуннине ҫывӑха пырса пӑхӑр. Ҫулӑма ҫывӑхри юханшывран шыв сапса сӳнтерӗр, ҫӗрпе хуплӑр. Ал айӗнче шыв пулмасан, ҫулӑма сӳнтерме лӑсӑллӑ йывӑҫ турачӗсемпе, хулӑн пуставпа усӑ курӑр. Пысӑк мар ҫулӑма урапа таптаса йывӑҫсем патне ҫитме ан парӑр. Пулӑшу ыйтма ҫывӑхри яла чӗнме ярӑр. Пушара сӳнтерсен тӳрех пӑрахса кайма ан васкӑр, вӑл тепре хыпса илме пултарать.

— Александр Андреевич, ятарлӑ службӑсемпе ҫыхӑнмалли телефон номерӗсене каласа хӑварсамӑр.

— Вӑрманти пушар ҫинчен ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8-800-100-94-00 — Вӑрман ӗҫӗсем енӗпе федерацин пӗрлӗхлӗ телефонӗ, 8(8352)40-24-00 — Чӑваш Республикинчи Ҫутҫанталӑк министерствин «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ. Ҫавӑн пекех «Йӗпреҫ лесничестви» бюджет учрежденине те 8(83538)2-12-82 номерпе шӑнкӑравлама юрать. Комсомольскинчи пушар чаҫне 5-13-23 е 101 телефонсемпе шӑнкӑравласа вут ӑҫта хыпса илнине калӑр.

— Вӑрманти пушара лекнӗ ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалла?

— Ҫулӑма сӳнтерме хӑвӑр ҫеҫ вӑй ҫитереймесен, вӑл сарӑлса пырать пулсан хӑрушлӑхсӑр вырӑна тухса ҫӳлерех асӑннӑ номерсемпе пушар вырӑнӗ ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Торфлӑ вырӑн (шурлӑх) ҫунать пулсан вут-кӑварпа пӗччен кӗрешме ан шутлӑр. Ҫиле хирӗҫ утӑр, ура айне тимлӗн, патакпа хыпашласа пӑхса пырӑр. Ҫӗр ҫунни тата унран тӗтӗм тухни пушар ҫӗр айне кайнине кӑтартать, торф шалтан ҫунса пушӑ вырӑнсем хӑварать. Вӗсене кӗрсе ӳкесрен асӑрханӑр.

Любовь ШУРЯШКИНА калаҫнӑ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *