Четверг, 25 апреля

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче Хырай Ӗнелти культура ҫуртӗнче «Туркай вулавӗсем — 2023» поэзи фестивалӗ пулчӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, публицист, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш тата Тутар Республикисен культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валери Туркай пуҫарнипе вӑл 5-мӗш хут иртрӗ. Ӑна  Раҫҫейри Вӗрентекен тата наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене халалланӑ.

Туркай вулавӗсем» фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарасси, сӑввисене илемлӗ вуласси, тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентесси, вӗренекенсен  тавракурӑмне   ӳстерме пулӑшасси.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи шкулсен чи хастар та пултаруллӑ вӗренекенӗсемпе  вӗрентекенӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл турӗҫ. Фестивале хутшӑнакансем Туркай сӑввисене чуна пырса тивмелле каларӗҫ. Сумлӑ жюри пайташӗсем — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑвӑҫ — сӑвва уҫӑмлӑн, интонаципе каланине, чарӑну тунине итлесе хак пачӗҫ. Ӳсӗмне кура, ачасене виҫӗ ушкӑна уйӑрса ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртрӗҫ, дипломсем парса чысларӗҫ. Мала тухнисене Валери Туркай кӗнекисене парнелерӗҫ.

«Туркай вулавӗсем — 2023» поэзи фестивалӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем сӑвва илемлӗ каласа хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Хырай Ӗнел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Искриночка» фольклор ансамблӗ Валери Туркай сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене илемлӗ шӑрантарчӗ, поэзи уявне илем кӳчӗ, пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Уява хутшӑнакансем чӑннипех те чӑвашлӑхшӑн ҫунакан, ӑна упраса хӑварассишӗн, малалла аталантарассишӗн тӑрӑшакансем пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Лариса  Никифорова,

чӑваш  чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *