
Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ака ӗҫӗсем сарӑлсах пыраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те хирсенче машина-трактор сасси илтӗнсе тӑрать.
Апрелӗн 24-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 3285 гектар урпа, 2992 гектар тулӑ, 733 гектар сӗлӗ, 417 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 160 гектар пӑрҫа, 60 гектар вика, 185 гектар рапс, 5 гектар нимӗҫ пӑрҫи, 12 гектар кишӗр («Комсомольские овощи» агрофирма) акнӑ.
Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче 4325 гектар культиваци туса ҫӗр хатӗрленӗ.
Ремис Шарафутдинов,
ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.