Вторник, 23 апреля

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ

Хальхи вӑхӑтра шкулта ӑшӑ, таса, ҫутӑ. Тарӑн пӗлӳ илме пӗтӗм услови пур. Ачасем хӑйсем те типтерлӗ тумтирпе, кӗсйисенче — карас телефонӗсем. Шкул автобусӗсем вӗренме илсе килеҫҫӗ, уроксем хыҫҫӑн килӗсене леҫсе яраҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Республикинче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Патшалӑх чӑннипех те ӳсекен ӑрӑва вӗренме, хӑйсене тӗрлӗ енчен аталантарма условисем туса парас тесе тӑрӑшать. Ачасен  ҫеҫ пӗлӳ патне туртӑнмалла.

Яланах ҫапла пулман. Вӗсен аслашшӗ-асламӑшӗсен, кукашшӗ-кукамӑшӗсен ачалӑхӗ ҫӑмӑл килмен. Ҫапах та вӗсем, темӗнле хӗн пулсан та, вӗренме тӑрӑшнӑ. Ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ чухне те шкулсем ӗҫленӗ. Вӗсем сивӗ классенче ҫиелти тумтирӗпех ларнӑ, краҫҫын ҫутипе шкулта вӗреннӗ, килте уроксем тунӑ. Акӑ, Кӗҫӗн Каҫал, Ҫӗнӗ Каҫал, Дубовка, Ҫӗнӗ Шӑхран, Виҫпӳрт ялӗсенчи ачасем 5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла вӗренме район центрне ҫуран ҫӳренӗ. Вӗсен,  хальхи пек, шариклӑ ручкӑсем пулман. Йывӑҫ патак ҫине перо чиксе чернилпа ҫырнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тетрадьсем те кашнине тивӗҫмен, кӗнекесем хушшинчи тасарах вырӑнсемпе усӑ курнӑ.

Тумтир енчен те хӗсӗк пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӗлӗпех ҫӑпатапа ҫӳренӗ. Ҫимелли тӗлӗшпе те йывӑр тивнӗ. Темӗнле кӑткӑс пулсан та вӑл вӑхӑтри ачасем пӗлӳ илме тӑрӑшнӑ.

Шкултан таврӑнсан пӗчӗккисем кил-ҫуртра аслисене пулӑшнӑ. Арҫын ачасем выльӑх- чӗрлӗх айне тасатнӑ, шыв ӑсса кӗнӗ… Хӗрсем урай ҫунӑ, пахчара ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах урамра выляма та, кӑмӑлтан савӑнма  та вӑхӑт тупнӑ.

Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем хиртен кӗмен тесен те юрать. Аслисемпе пӗрле пур ӗҫе те хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен те колхозсенче ӗҫ вӑйӗ ҫителӗксӗр пулнӑ-ха. Ҫавӑнпа та кашни ӳсӗмри ачасем валли ӗҫ тупӑннӑ. Хирсене ҫум курӑкран тасатнипе пӗрлех аслӑ классенче вӗренекенсем ҫава тытса ҫаран утти ҫулма тухнӑ. Кӗҫӗнреххисем, курӑк хӑвӑртрах типтӗр тесе,  кӗреплепе тавӑрса пынӑ.

Тырпул пиҫсе ҫитсен ҫурлапа тырӑ выма хутшӑннӑ. 1940-50 ҫулсенче ача пулнӑ ҫынсен              пӳрнисем ҫинче кашнинех тенӗ пек ҫурлапа кастарнӑ вырӑнсене аса илтерекен ҫӗвӗсем юлнӑ. Тырӑ анине пӑхатӑн та, кӑштах ҫилӗ вӗрнипе вӑл тинӗс пекех хумханса ларать. Вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть. Хӗртсе хӗвел пӑхать. Инҫетрех те мар вырнаҫнӑ Кӗтнене кайса шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах та каҫалӑка тухмасӑр юрамасть. Чӑтмалла, шӑлне ҫыртса ӗҫленӗ ачасем. Ҫакӑ вӗсене пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме пӗчӗклех хӑнӑхтарнӑ. Вӑл вӑхӑтра йывӑр пулнӑ пулӗ, анчах та ӳсерехпе никам та ҫак кунсене такама ӳпкелесе аса илмест. Ҫав ӗҫсем характера ҫирӗплетме пулӑшнӑ.  Ачасен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланичченех тырӑ вырма тивнӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗсем валли шкула кайма ҫӗнӗ тумтир хатӗрленӗ. Вӑл, тӗпрен илсен, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗлетни пулнӑ.

Ӳссе пынӑҫемӗн бригадир ачасене лаша, вӑкӑр кӳлме шанса панӑ. Хӗр ачасем хушшинче те ҫак ӗҫсене тума пултаракансем пулнӑ. Ҫитӗнсе ҫитмен каччӑсен чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама тивнӗ. Йӗтем ҫинче 70 килограмлӑ михӗсене йӑтса кӗлете кӗртнӗ. Кӗркунне ҫӗрулмие сухапуҫпа кӑларнӑ. Кунта та аслӑрах классенче вӗренекенсен вӑйӗсӗр май килмен.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫуралнисен ачалӑхӗ питӗ йывӑр пулнӑ пулин те, вӗсем шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӳ илсен  ял хуҫалӑхне ҫӗклеме каялла таврӑннӑ.

1928—1945 ҫулсенче ҫуралнисене «вӑрҫӑ ачисем» теҫҫӗ. Шкул ҫулӗсенче илнӗ пӗлӳ, ачаран ӗҫе хӑнӑхса ӳсни вӗсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Василий Пундяков,

ӗҫ ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *