Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв

Мӑнкун — праҫниксенӗн праҫникӗ. Апрелӗн 16-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем христиансен чи пысӑк уявӗсенчен пӗрне — Христос чӗрӗлсе тӑнине — палӑртрӗҫ. Вӑл пурнӑҫ вилӗме ҫӗнтернине пӗлтеретӗ Чӑваш Енри 270 ытла храмра ҫав кун ячӗпе уяв кӗллисем иртнӗ. Ҫутӑ Мӑнкун каҫне кӑҫал пӗрремӗш хут Улатӑрти Ҫветтуй Троицки арҫын мӑнастирӗнчен трансляциленӗ.

Пирӗн округри пӗтӗм чиркӳрех уяв кӗллисем  ирттернӗ. Акӑ, Луцки салинчи Хусан Турӑ Амӑшӗн турӑшне халалласа лартнӑ чиркӗве Мӑнкуна яланах ҫын йышлӑ пухӑнать. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ, ватти-вӗтти  уява килчӗ. «Тепӗр Мӑнкунччен аванах пурӑнасчӗ, чир-чӗрпе хуйхӑ-суйхӑ пиртен пӑрӑнса иртчӗр», — тесе вӗсем ҫуртасем ҫутрӗҫ, турӑшсене пуҫ ҫапрӗҫ. Пухӑннӑ халӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме полици ӗҫченӗсем те дежурство йӗркелерӗҫ.

III округ благочиннӑйӗ,  Луцки храмӑн настоятелӗ Сергий Скворцов иерейпе ӑна пулӑшакансем Мӑнкун кӗлли ирттерчӗҫ. Пухӑннисене Патриархӑн ҫырӑвне вуласа пачӗҫ, халӑха ҫутӑ уявпа саламларӗҫ. Ача-пӑчашӑн вара иерей ывӑтнӑ ҫӑмартасене тытасси чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫавӑн пекех чиркӳ ӗҫченӗсем хӗретнӗ ҫӑмартасемпе кулич-пасхӑсене те сӑвапларӗҫ.

Иерусалимри Кувукли ятлӑ часовньӑна аннӑ ҫулӑма Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Шупашкарти «Промэнерго» АХО директорӗ, Анатолий Иванов ентешӗмӗр, тул ҫутӑлсан илсе ҫитерчӗҫ. Тӳперен аннӑ сӑваплӑ ҫулӑма ӗненекенсем кашни чиркӳрех Троица уявӗчченех илме пултараҫҫӗ.

Мӑнкун эрни пырать. «Христос чӗрӗлнӗ», «Чӑн чӗрӗлнӗ!» тесе саламлар пӗр-пӗрне. Ҫӗр ҫине килнӗ ҫак ырӑ хыпарпа пӗрле кашнин чунне иксӗлми тасалӑх, кашни киле ырӑлӑх та тӑнӑҫлӑх кӗрсе вырнаҫтӑр!

Христос чӗрӗлнӗ!

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *