Воскресенье, 26 мая

Пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ

Ҫак кунсенче «Молодая гвардия Единой России» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин округри штабӗн канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ чылай ыйту пӑхса тухнӑ.

Малтанах обществӑлла организацин  Чӑваш Респуликинчи штабӗн ертӳҫи А.А.Шакулов  кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл ҫамрӑк гвардеецсем республикӑн, округӑн  обществӑлла-культурӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ. «Молодая гвардия» организацин округри уйрӑмӗн ертӳҫи В.Н.Кокарев та хӑй сӑмахӗнче ҫав шухӑшсенех палӑртнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ҫамрӑксем пысӑк вӑй пулни ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем, уйрӑмах «Молодая гварди» организаци членӗсем, ыркӑмӑллӑх ӗҫне хастар хутшӑннине, тӗрлӗ проектсене ӗҫе кӗртес тӗлте пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл  малашне те ҫамрӑксем округӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗнче курӑмлӑ вырӑн йышӑнасса шанса тӑни ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн пекех канашлура «Школа молодого политика» проект пирки те сӑмах пулнӑ. Ун ҫинчен ҫамрӑксем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.

Обществӑлла организацине ҫӗнӗ ҫынсем те хутшӑннӑ, вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑк гвардеецсен йышне илнӗ. Округӑн кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне уйрӑмах хастар хутшӑнакансене наградӑсем парса чысланӑ.

«Молодая гвардия» обществӑлла организацин малашнехи тӗллевӗсем анлӑ, вӗсене пурнӑҫлама ҫамрӑксем хатӗр.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *