Пятница, 19 апреля

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ

Комсомольски муниципаллӑ округри ялсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе тытса пырас енӗпе территориллӗ 12 уйрӑм ӗҫлет. Вӗсенчи специалистсем вырӑнта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлсе тӑраҫҫӗ, тухса тӑнӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Ялсен инфраструктури аталанса пытӑр тесе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Апрелӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсем професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун умӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи  чи лайӑх муниципалитет тытӑмӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.  Комсомольски территори уйрӑмӗ (начальникӗ М.А.Илларионова) «Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ тата территори округӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ку уйрӑм округра чи пысӑкки, вӑл 7 яла пӗрлештерсе тӑрать. Территори пысӑк. Апла пулсан пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗ те нумайрах. Юлашки ҫулсенче кунта тирпей-илем кӗртес, ҫулсене пӑхса тӑрас, урамсене ҫутӑпа тивӗҫтерес тата вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Вӗсене пурнӑҫлама пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе те анлӑн усӑ курнӑ.

Мария Алексеевнӑна тата Комсомольски территори уйрӑмӗнче вӑй хуракан муниципалитет ӗҫченӗсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр. 

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *