Понедельник, 15 июля

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем

Пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, апрелӗн 19-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусенчен пӗри республикӑри сӗт хакӗ ҫинчен пулнӑ май, информушкӑн ир-ирех, 5 сехет хыҫҫӑн, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмне кӗрекен Йӑвашкел ялне ҫитрӗ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗн Василий Петровӑн сӗт паракан халӑхпа та, Леонид Ильин закупщикпа та калаҫма май килчӗ. Паянхи кун ҫивӗч тӑракан темӑна ушкӑнпа сӳтсе яврӗҫ, ял ҫыннисен шухӑшне итлерӗҫ. Пуҫлӑхсем сӗт хакӗ чакни продукцине ыйтакан ҫуккипе, ҫакӑ рынокра вӑл кирлинчен ытлашши пулнипе ӑнлантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех сӗте тирпейлемелли пирки каларӗҫ, сыр е ытти юр-вар туса сутма, самозанятый статусне илме сӗнчӗҫ.

Ӗне тытакан ял ҫыннисене пулӑшас тесе патшалӑх тӗллевлӗ субсидисемпе тивӗҫтерет. Вӗсемпе  хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем (самозанятые) усӑ курма  пултарӗҫ. Республикӑра 50 пин ытла ҫемье ҫак статуса илнӗ,  ҫавсенчен 10 пинӗшӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрать.  Вӗсене пушмак пӑру  туяннӑшӑн 1 пуҫшӑн 5500 тенкӗ параҫҫӗ. Хуҫалӑхра 2 пушмак пулсан кашниншӗн 6500-шер тенкӗ, виҫӗ пуҫ пулсан 7500-шер тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Пулӑшу мерисемпе усӑ курма кашниех пултарать. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫлекенсемшӗн тата сӗт-ҫу продукцине ыйтасси чакнипе асӑннӑ секторти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакансемшӗн пысӑк пулӑшу пулӗ.

Информушкӑн «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн уйне те ҫитсе курчӗ. Ремис Мансуров председатель хӑнасене хуҫалӑхра ака-суха ӗҫӗсем епле пынипе паллаштарчӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем «Кировец» трактор  ҫумне кӑкарнӑ агрегатпа ҫурхи тулӑ акатчӗҫ. Ҫак техника кунне 35 гектар таран акма пултарать, ун ҫинчи ӑслӑ программа мӗн чухлӗ вӑрлӑх, топливо юлнине пӗтӗмпех асӑрхаттарса тӑрать.

Хальхи вӑхӑтра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи спортзала тӗпрен юсас ӗҫ хӗрсех пырать. Александр Николаевичпа Василий Владимирович унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ, юсав вӗҫленсен ял ҫыннисен сывлӑхне ҫирӗплетмелли меллӗ вырӑн пуласса палӑртрӗҫ.

Ҫав кун Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ врач амбулаторийӗн уйрӑмне уҫни ял-йышшӑн асра юлмалӑх пулчӗ. Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Комсомольски больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсем хавас пулчӗҫ.

Капиталлӑ юсава «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти проект шайӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. Юсав ӗҫӗсене «Партнер» ООО тунӑ. Ҫак тӗллевпе  10841,1 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех сӗтел-пукан туяннӑ. Паллах, медицина пулӑшӑвӗ паракан ҫуртӑн сӑн-сӑпачӗ тултан та, шалтан та лайӑх енне улшӑннӑ. 2022 ҫул варринче пуҫланӑ анлӑ ӗҫсем ҫивиттие, чӳречесемпе алӑксене улӑштарма май панӑ. Кунсӑр пуҫне ӑшӑтмалли, шывпа тивӗҫтермелли, канализаци системисем те урӑххисем. Ҫывӑхри территорие тирпей-илем кӗртесси те тимлӗхсӗр юлман.

Асӑннӑ объекта юсаса ҫӗнетме йышӑну тунӑ чухне хӑтлӑхпа меллӗхе малти вырӑна хунӑ. «Перекетлӗ поликлиника» принципӗсене пӑхӑнса, амбулатори уйрӑмӗнче лаптӑксемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса хӑварнӑ — пациентсем валли ятарлӑ хӑтлӑ зона, меллӗ навигаци, уҫӑ регистратура.  Аптека пункчӗ те ал айӗнчех. Пӗтӗмлетсе каласан, мӗн кирли пурте пур, медперсонала ӗҫлеме тата ял ҫыннисене кунта хӑйсене хӑтлӑ туйма аван условисем туса панӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳел территориллӗ уйрӑмне кӗрекен ялсенчи тата Кайнлӑкпа Йӑлмахвари халӑхӑн (1220 ҫын)  сывлӑхне пӗтӗмӗшле практика (ҫемье медицинин) врачӗ сӑнаса-пӑхса тӑрӗ.

Пӗрлехи информаци кунӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин культура ҫуртӗнче халӑхпа тӗлпулу ирттерчӗҫ, унта кун йӗркинчи темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Темӑсенчен пӗри вӑл — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни. Информкунра унӑн эткерлӗхӗн пӗлтерӗшне тата культурӑпа вӗрентӗве аталантарас ӗҫе хывнӑ тӳпи калама ҫак пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.

Тӗлпулура ҫӗкленӗ тепӗр ыйту —  халӑха, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе инвалидсене патшалӑх енчен социаллӑ пулӑшу парасси. Пухӑннисем умӗнче РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Надежда Юманова калаҫрӗ. «Чувашсетьгаз» АО Комсомольскинчи участокӗн начальникӗ Валерий Чернов халӑха ҫутҫанталӑк газӗпе хӑрушлӑхсӑр тивӗҫтерес тата газ оборудованине йӗркеллӗ тытса тӑрас ыйтӑва хускатрӗ.

Ҫавӑн пекех Александр Осипов пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те калаҫу пуҫарчӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пушара хирӗҫле режим палӑртнӑ. Шел пулин те, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округра пушарсен шучӗ 12-е ҫитнӗ (2022 ҫулта — 5). Александр Николаевич инкек-синкек сиксе тухасран пурне те вут-ҫулӑмпа тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каларӗ.

Информушкӑна хутшӑнакансем Комсомольскинчи Антонов микрорайонӗнче пурӑнакансемпе те тӗл пулчӗҫ. Унта калаҫу  территорие тирпей-илем кӗртес, шывпа, ҫутҫанталӑк газӗ пе тивӗҫтерес ыйтусем тавра пычӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *