Четверг, 18 апреля

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ…

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ…

Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те техника хире тухнӑ. Пӗр ҫӗрте сӳрелеҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, акаҫҫӗ…

Апрелӗн 20-мӗшӗ тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче 1875 гектар кӗр тыррисене, 2002 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. 1761 гектар кӗр тыррисене, 2928 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 6193 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. Пурӗ 4325 гектар культиваци туса ҫӗр хатӗрленӗ.

Округри пӗтӗм хуҫалӑхра та тенӗ пекех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акма тухнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне 2473 гектар урпа, 2297 гектар тулӑ, 476 гектар сӗлӗ, 375 гектар пӗр ҫул   ӳсекен курӑксем, 160 гектар пӑрҫа, 60 гектар вика, 140 гектар рапс («Дружба» ЯХПК, «Родина» ООО), 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем) акнӑ.

Ҫанталӑк уяр та хӗвеллӗ тӑрать, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир ӗҫӗсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *