Понедельник, 9 декабря

Ветерансене чысларӗҫ

Ветерансене чысларӗҫ

Апрелӗн 17-мӗшӗ — Шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен кунӗ. Право йӗркине сыхлас тӗлӗшпе чылай ҫул тӑрӑшнӑ ҫынсем ӑна ҫулсеренех анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче  РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗнче савӑнӑҫлӑ пуху  пулса иртрӗ.

Ӑна муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ И.В.Козлов уҫрӗ, кӗскен полицире тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлӗпе, тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ. Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ ветерансен организацийӗн округри совечӗн председателӗ П.В.Лапшин пуҫтарӑннисене ҫак паллӑ кунпа саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, пурнӑҫра  ӑнӑҫусем сунчӗ. Ветерансем округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртрӗ.  Уйрӑмах пултаруллисене «105 лет МВД» юбилей медалӗсем пачӗ. Вӗсене Н.М. Иванов, В.Т.Павлов, М.А.Илларионова, С.М.Маштанов, В.Б.Тихонов, Е.И.Шингалов тивӗҫрӗҫ.

Пухӑва агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ И.Х.Миннетуллин хутшӑнчӗ, малашне те пӗрле килӗштерсе ӗҫлессе шаннине пӗлтерчӗ.

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *