Четверг, 25 апреля

Пур енӗпе те маттур каччӑ

Пур енӗпе те маттур каччӑ

Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнисем хушшинче Комсомольски 2-мӗш  вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Бронислав Митюков та пур. Вулакансене паян ҫак маттур каччӑпа паллаштарас тетпӗр.

Чи малтанах ҫакна палӑртар: Бронислав — кадет, 9 «к» класра пӗлӳ илет. Кадет пулма вара пӗртте ҫӑмӑл мар, унта пурне те илмеҫҫӗ. Мал ӗмӗтлӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ тата дисцип линӑна пӑхӑнакан, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе кӑсӑкланакан, вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыракан хастар та пултаруллӑ ачасене суйлаҫҫӗ. Кадет пуласси хитре ҫар тумӗпе  ҫӳресси кӑна тесе шутлакансем йӑнӑшаҫҫӗ. Кун пек классенче тиев те (нагрузка) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан классенчинчен чылай пысӑкрах: вӗренӳ кунӗ каҫченех тӑсӑлать, уроксем хыҫҫӑн кадетсем стройпа утма, тӗрлӗ команда пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ, спорт хӑнӑхӑвӗсем тӑваҫҫӗ, тирта переҫҫӗ, вальс ташлама вӗренеҫҫӗ.

Бронислав Митюкова вара ҫак ӗҫсем пурте ҫӑмӑллӑн парӑнаҫҫӗ. Каччӑ — вӗренӳ отличникӗ, уроксене яланах тӗплӗн хатӗрленет. Кирек мӗнле ӗҫе те тирпейлӗ, тӑрӑшса пурнӑҫлать. Учительсене тимлӗн итлет, ҫавӑнпа урокра панӑ темӑсем те ӑсӗнче ҫирӗп вырнаҫса юлаҫҫӗ. Пӗлӗвне тӗрӗслес тӗллевпе предмет олимпиадисене, тӗрлӗ конкурссене хастар хутшӑнать. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче, акӑ, вӑл округ шайӗнче чӑваш чӗлхипе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Историпе, вырӑс тата акӑлчан чӗлхисемпе, химипе интернет уҫлӑхӗнче йӗркеленӗ конкурссене те хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑнса Дипломсене тивӗҫнӗ. Интеллектуаллӑ вӑйӑсене, олимпиадӑсене, викторинӑсене тӑтӑшах хутшӑнать.

Брониславӑн пултарулӑх «кутамкки» самаях пысӑк. Пӑхмасӑр сӑвӑ калама питӗ юратать вӑл. Ку енӗпе пӗр-пӗр мероприяти иртессе пӗлсен хаваспах хутшӑнать, хӑйне сцена ҫинче артист пекех тытать. Ахальтен мар ҫамрӑк вулавҫӑсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Живая классика — 2021» конкурсӗн районти тапхӑрӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.   Патриотизмла сӑвӑсен «Я помню, я горжусь!» конкурсӗнче те хӑй шӑрҫаланӑ сӑвӑпа палӑрнӑ. Ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем те унсӑр иртмеҫҫӗ.

Мӗнле кадет-ха вӑл спорта юратмасан? Бронислав шкулти, округ шайӗнчи ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнать. Уйрӑмах спорт туризмӗ унӑн кӑмӑлне каять, ҫав енӗпе вӑл «Эпӗ спорт туризмне суйлатӑп. Туризм — ял шкулӗсене» мастер-класра та хӑнӑхусем пухнӑ.  Теннис, шашка, шахмат та — унӑн юратнӑ вӑййисем. Вӗсемпе ирттерекен турнирсенче арҫын ача малти вырӑнсене алӑран вӗҫертмест. Кадет класӗ пулнӑ май, бал ташшисем ташлама та хӑнӑхса ӳсеҫҫӗ яшсемпе хӗрсем. Бал коллективӗпе тӗрлӗ уявсене, фестивальсемпе конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. 

— Шкул, класс тулашӗнчи ӗҫсенчен Бронислав Митюков нихӑҫан та айккинче юлмасть. Пур хушӑва та тулли кӑмӑлпа пурнӑҫлать, чӗре витӗр кӑларать, — тет ун пирки класс ертӳҫи Лариса Владимировна Хораськина.

 Чӑнах та, чӗри хушнипех пуль арҫын ача «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин, волонтер юхӑмӗн хастарӗ пулса тӑнӑ. Ушкӑнпа пӗрле субботниксенче, ыркӑмӑллӑх акцийӗсенче, таврана тирпей-илем кӗртекен мероприятисенче, аслӑ ҫулхисене пулӑшнӑ ҫӗрте те малтисен ретӗнче вӑл. Округ шайӗнче иртекен уявсене ертсе пыма та чӗлхи-ҫӑварӗ яка, пултарулӑхӗ ҫителӗклӗ. Маттур яшӑн пухмачӗнче Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсемпе Дипломсем куллен хушӑнса та хушӑнса пыраҫҫӗ. Бронислав вара вӑтам шкула лайӑх вӗренсе пӗтерсен аслӑ пӗлӳ илес, ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫын пулас ӗмӗтпе ҫунатланса пурӑнать.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *