Авторпа тӗлпулу иртрӗ

Ҫак кунсенче тӗп библиотекӑра ЧР халӑх академикӗпе, писательсен союзӗн, чӑвашсен обществӑлла культура центрӗн членӗпе, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗпе П.Н.Зайцевпа тӗлпулу иртрӗ. Вӑл «Память», «На страже границ Отечества» тата ытти изданисем хатӗрленӗ.

Тӗлпулӑва вулакансем, тус-тантӑшӗсем чылайӑн хутшӑнчӗҫ. Мероприятие  Валентина Боровковӑпа Светлана Григорьева интереслӗ ертсе пычӗҫ, авторӑн «Мухтанатӑп санпа, тӑван ялӑм Йӑлмахва» кӗнекипе тӗплӗн паллаштарма тӑрӑшрӗҫ. Ку издани «Литературӑллӑ Чӑваш Ен, ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса «Тӑван ен ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке» номинаципе  хутшӑнать. Павел Николаевич хӑйӗн ялӗ, унта ҫуралса ӳснӗ паллӑ та хисеплӗ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑӗ Кӗнекене сӳтсе явма хутшӑнакансем ӑна лайӑх хак пачӗҫ.

Тӗп библиотека директорӗ Инна Ядрова П.Зайцева Элле Куҫми ячӗллӗ диплом парса чысларӗ, малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ. А.Ефремова, Р.Смирнова, А.Можаева культура ӗҫченӗсем тӗлпулӑва килнисене хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ.

Валентина Боровкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *