Шурӑ халатлӑ ӗҫчен

Люция Зарипова Урмаелӗнчи врач амбулаторийӗн уйрӑмӗнче вунпилӗк ҫул ытла тӑрӑшать. Вӑл — пысӑк стажлӑ медицина сестри, процедура кабинечӗшӗн, кӑнтӑрлахи стационаршӑн явапӑ. Кунсерен ун патне юн пама, укол тата ытти процедурӑсем тутарма чылай ҫын килет. Кашнинпех вӑл кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ, тарават. Ырӑ кӑмӑллӑскерӗн сӑн-пичӗ ҫинче яланах йӑлтӑр кулӑ ҫиҫет.

«Эпӗ пӗтӗм процедурӑна ҫемҫен те ыраттармасӑр тума тӑрӑшатӑп. Манӑн профессире чи кирли — ыркӑмӑллӑх. Медикӑн усал та чӗмсӗр пулмалла мар. Пациентсем, уйрӑмах аслӑ ӳсӗмрисем, ачасем пекех. Ҫавӑнпа та кашнинех пулӑшас, йӑпатас килет. Ырӑ сӑмах эмелрен кая мар сиплет-ҫке», — каласа парать медсестра.

Тукай Мишер хӗрӗ Канашри медицина училищинче ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Пирваях вӑл Комсомольски тӗп больницинче эндоскопи кабинетӗнче вӑй хунӑ. 2008 ҫулта, Урмаел ялӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ уҫӑлсан, ҫӳреме ҫывӑххине шута илсе, унта ӗҫлеме куҫнӑ.    

Люция Зарипова ҫуралнӑ кӗтесӗнчех, Тукай Мишер ялӗнчех, хӑйӗн ӑраскалне тупнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ. Хӗрӗ, Динара, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗ, физикӑпа математика факультетӗнче пӗлӳ пухать. Даниял вара кӑҫал вӑтам шкул пӗтерет.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *