Вторник, 23 апреля

Экологи уйӑхлӑхӗ пырать

Экологи уйӑхлӑхӗ пырать

Ҫак тапхӑрта предприятисемпе организацисенче, муниципаллӑ округсен территори уйрӑмӗсенче хӑйсем пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан ҫӗрте субботниксем ирттереҫҫӗ, обществӑлла вырӑнсене те тасатса тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Ку ӗҫсем пирӗн муниципаллӑ округра та хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольски ялӗнчи тахҫан интернат, пионерсен ҫурчӗ, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ пулнӑ, халӗ пушӑ выртакан лаптӑка тасатса илемлӗх сӑнӗ кӗртме округ администрацийӗнче ӗҫлекенсем тухнӑ. Вӗсем унта ушкӑнпа кар тӑрса ӗҫлесе пӗлтӗрхи ҫулҫӑсенчен, хӑрнӑ йывӑҫ тураттисенчен, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *