Вторник, 30 апреля

Шыв-шуртан асӑрханмалла

Шыв-шуртан асӑрханмалла

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пырать. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханас тӗллевпе ӗҫлекен комисси туса хурасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ  тата шыв кайнӑ вӑхӑтра пурнӑҫламалли ӗҫсен комплекслӑ планне ҫирӗплетнӗ.

Ҫак кунсенче комисси Кӗтне юханшывӗн Комсомольски территори уйрӑмне кӗрекен пайне ҫитсе курса унти лару-тӑрупа паллашнӑ. Комсомольски ялӗнчи шыв илес хӑрушлӑх пулма пултаракан Энгельс, Пушкин, Кубнинская урамсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ, вӗсене шыв-шур вӑхӑтӗнче асӑрханмалли памяткӑсем панӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *