Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Мартӑн 11-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман уҫланкинче «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ.

Эрнекун ҫанталӑк хӑвӑрт ӑшӑтса янипе юр аванах ирӗлсе ҫемҫелнӗччӗ. Ҫакӑ ӑмӑртӑва йӗркелекенсене пӑшӑрхантарчӗ. Анчах та Хӗл Мучи ҫӗр каҫа сивӗсем илсе килчӗ, шӑматкун спортсменсене кӑмӑлтан хӗллехи спорт сезонне хупма майсем туса пачӗ. Ҫанталӑкӗ те, ӑмӑртӑва килнисемпе пӗрлех савӑннӑн, хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ.

Йӗлтӗрҫӗсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Мамуткина саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Спорта юратакансене Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Марина Волкова хаваслӑ юрӑ  шӑрантарса хавхалантарчӗ.

«Кӗтне» ФСКан спорт инструкторӗ Евгений Тихонов ӑмӑрту йӗркипе паллаштарчӗ, пурне те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине чӗнчӗ.

Малтанах старта округри шкулсен командисем тӑчӗҫ. Арҫын ачасем 2 километрлӑ, хӗрачасем 1 километрлӑ дистанцисенче вӑй виҫрӗҫ. Ӑмӑртусем хӗрӳ пулчӗҫ, кашниех финиша чи малтан ҫитес тесе тӑрӑшрӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен ушкӑнӗнче  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ. Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн команди иккӗмӗш пулчӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Кунта вӗренекенсем вӑтам шкулсен ушкӑнӗнчи тупӑшура ҫӗнтерӗве алӑран вӗҫертмерӗҫ, финиша пӗрремӗш ҫитрӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш пулчӗ. Асанкасси вӑтам шкулӗнчи спортсменсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Дистанцисенче мала тухаймасан та, Хирти Явӑш тата Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗсенче вӗренекенсем те ҫӗнтерӳшӗн хастар кӗрешнине палӑртмалла. Шел пулин те, округри ытти  шкулсем хӗллехи спорт сезонне хупнине халалласа ирттернӗ ӑмӑртӑва хутшӑнма «вӑхӑт тупаймарӗҫ».

Предприятисемпе организацисем хушшинчи тупӑшура Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи спорта юратакансем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. «Слава картофелю» агрофирма спортсменӗсем иккӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Комсомольски ялӗн пӗрлештернӗ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Округри спорт ветеранӗсем пирки уйрӑмах ырӑ сӑмах каламалла. Вӗсем пӗр ӑмӑртуран та юлмаҫҫӗ, республика шайӗнче те палӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксен камран тӗслӗх илмелли пур.  Спорт ветеранӗсенчен «Слава картофелю» агрофирма команди пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Комсомольски ялӗн ветерансен пӗрлештернӗ команди, виҫҫӗмӗшӗнче «Ветеран» команда пулчӗҫ.  

Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене, медальсене, пылак апат-ҫимӗҫе, парнесене тивӗҫрӗҫ.

Округри территори уйрӑмӗсенче спорта юратакансем пурах ӗнтӗ. Акӑ, Комсомольски территори уйрӑмӗ (начальникӗ М.А.Илларионова) ӑмӑртӑва икӗ команда тӑратма пултарчӗ, ыттисен те унран тӗслӗх илесчӗ.

Хаҫат редакцийӗ ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн «Кӗтне» ФСК коллективне, судьясене, муниципаллӑ округри депутатсен Пухӑвӗн депутатне В.Кокарева, «Кооператор» ОООна (ертӳҫи А.Краснова), райпона (председателӗ С.Грачева), культура ӗҫченӗсене, Марина Волковӑна   чӗререн тав тӑвать.

Д.АБУЛХАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *