Воскресенье, 14 июля

Тимлӗрех пулӑр

Тимлӗрех пулӑр

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Осипов округра кӑҫалхи февралӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хурасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. Ку ахальтен мар. Округра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Малашне  инкек-синкекрен асӑрханас тӗлӗшпе профилактика ӗҫӗсене вӑйлатма хушнӑ. Уйрӑмах нумай ачаллӑ,  ӑнӑҫсӑр ҫемьесем, пӗччен пурӑнакан ватӑсем патӗнче пулса пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе лару-тӑрупа паллашма хушнӑ. Пушар надзорӗнче, территори уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсен халӑхпа калаҫусем ирттермелле, вут-ҫулӑм  тухнин сӑлтавӗсемпе паллаштармалла. Юр ирӗлсе пынӑҫемӗн тухакан ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, вӑрмансен ҫывӑхӗнче вут чӗртме юрамасть. Предприятисемпе организацисен ертӳҫисен инкек сиксе тухсан ӑна хирӗҫ тӑма май паракан вӑйсемпе тата хатӗрсемпе тивӗҫтерессине йӗркелемелле. Пушартан асӑрханмалли режим вӑхӑчӗ ӑна пӑрахӑҫличченех тӑсӑлӗ.

Пушар тухнин сӑлтавӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисем — вут-кӑварпа асӑрханусӑр пулни, электрооборудовани юсавсӑрлӑхӗ, кӑмакасем кирлӗ шайра пулманни. Ҫавӑнпа та халӑха вут-кӑварпа усӑ курнӑ чухне тимлӗрех пулма ыйтатпӑр.

Д.Галкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *