Пятница, 12 апреля

Пӗр шухӑш лайӑх, иккӗ тата аванрах

Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакан граждансен пухӑвӗ пулса иртрӗ. Унта иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Н.Г.Тумаланов Чӗчкен территори уйрӑмне ертсе пыма кӑҫал ҫеҫ пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та ӑна ял тӑрӑхӗн пӗлтӗрхи ӗҫӗсем пирки отчет тума ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ял пысӑк хула мар, ҫавӑнпа та унти ӗҫ-пуҫа халӑх хӑй те аванах пӗлсе тӑрать. Социаллӑ-демографиллӗ кӑтартусем  ытти ҫӗрти пекех савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле икӗ ялта 1315 ҫын пурӑннине палӑртнӑ. Халӑх йышӗ ҫулсеренех чакса пыни, пушӑ ларакан ҫуртсем хутшӑнса пыни курӑнать.  Выльӑх-чӗрлӗх, уйрӑмах сӑвакан ӗнесем тытакансен шучӗ те сахалланса пырать. Ӗлӗкех «ӗне ҫур пурнӑҫ» тенӗ те, ӑна ытларах аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем пур ҫемьесенче усраҫҫӗ. Николай Геннадьевич чылай цифра илсе кӑтартрӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ кашнине шухӑшлаттармалла. Иртнӗ ҫул икӗ ялӗпе 10 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 13 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ял тӑрӑхӗнче 2022 ҫулта инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Тирпей-илем кӗртес, ҫулсем юсас енӗпе тӑрӑшнӑ. Пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртнӗ. Кӑҫал та пурнӑҫламалли тӗллевсем чылай. Чӗчкен тата Аслӑ Чурачӑк ялӗсенче ача-пӑча вылямалли площадкӑсем тумалла, ҫулсене вак чул сарса хытарас енӗпе малалла ӗҫлемелле… Чи пӗлтерӗшли — нумай-нумай ҫул Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене хумхантаракан, калаҫтаракан шыв ыйтӑвӗнче уҫӑмлӑх палӑрни. Кӑҫал ку ялта шыв башни вырнаҫтарса, ял урамӗсене чавса пӑрӑхсем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫсем пуҫланмалла. Стройка-стройках, строительство  пынӑ вӑхӑтра ҫӗр ӗҫӗ нумай пурнӑҫлама тивет, ҫакӑ ял ҫыннисене йывӑрлӑхсем те кӳме пултарать. Анчах та халӑхӑн мӗнпур кӑткӑслӑха  чӑтса ирттермеллех. Ҫак шухӑша палӑртрӗҫ пухура. Пурте ҫынсемшӗн-ҫке, вӗсен хӑтлӑлӑхӗшӗн.  Николай Геннадьевич хӑйӗн сӑмахӗнче вӗренӳ, культура, сывлӑха сыхлас ӗҫсем пирки те асӑнчӗ.

Отчета сӳтсе явнӑ май тухса калаҫакансем, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.В. Краснов, муниципаллӑ округ депутачӗ Р.Х.Идиатуллин, «Труд» ЯХПК председателӗ  А.С.Лукиянов   территори      уйрӑмӗнче пурӑнакансен пурнӑҫ тата йӑла ыйтӑвӗсене  татса парас енӗпе хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Ю.Г.Лукиянов ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑх пӗлет. Вӑл икӗ ялта пурӑнакан ашшӗ-амӑшне, вӗсен ачисене садик кирлине, ӑна уҫас ыйтупа малалла та ӗҫлемеллине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ парас, пушар хуралӗн ыйтӑвӗсене те хускатрӗ.

Пухура  кӗпер, пӗвесем тата ытти ыйтусемпе те калаҫу пулчӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, право йӗркине сыхлас, халӑха социаллӑ пулӑшусем парас, пенсипе тивӗҫтерес, халӑх  сывлӑхне сыхлас енӗпе округ представителӗсем сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, пухӑва килнӗ ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.

Ял ҫыннисен ыйтусем нумай. Вӗсене пурне те пӗр харӑс татса пама ҫук. Пурте пӗрле ӗҫлесен, пуҫарусене ырласа, пулӑшса пырсан ялсем татах та хӑтлӑланӗҫ, илемленӗҫ. Пӗрле терӗм те,  мӗн авлтанах ялти чи ҫивӗч ыйтусене халӑх йышлӑн пуҫтарӑнса пухусенче сӳтсе явнӑ. Пӗр шухӑш лайӑх, иккӗ татах та аванрах. Пуху пӗлтерӗшне ҫухатас марччӗ, ҫынсен малашне вӗсене хастартарах хутшӑнасчӗ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *