Понедельник, 15 июля

Пӗрле ӗҫлесен тӗллевсем пурнӑҫланӗҫ

Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ 5 яла пӗрлештерсе тӑрать. Аслӑ тата Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел тата Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан ҫыннисенчен ытларахӑшӗ 1990 ҫулччен районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ «Красный Октябрь» колхозра тӑрӑшнӑ. Унтах Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳелӗнчи кирпӗч завочӗ те ӗҫленӗ.

 Ҫулсем иртрӗҫ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх саланса кайрӗ, завод та продукци кӑларма пӑрахрӗ.  Ҫакӑ ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳмесӗр хӑварман. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т.Орешкин, нумаях пулмасть иртнӗ граждансен пухӑвӗнче отчет тунӑ май тӑрӑхра ӗҫ вырӑнӗсем ҫителӗксӗр пулни яла ҫамрӑксем юлма тӑрӑшманнин сӑлтавӗсенчен пӗри тесе палӑртрӗ. Ку ҫеҫ те мар, паллах. Анчах та ялсем пушанса пыни куҫ умӗнчех. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 558 хуҫалӑхра 1255 ҫын пурӑннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен 41 ҫын сахалланнӑ. Никам та тӗпленсе пурӑнман ҫуртсем 15. Иртнӗ ҫул 4 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 28 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 18 ҫула ҫитмен 131 ача пурӑнать. Вӑйпитти халӑх  ялти ҫӗрсемпе усӑ куракан «Сюрбеево» ОООра, «Слава картофелю» агрофирмӑра, «Восход» ОООра тӑрӑшать. Ялсем аслӑ ҫултан инҫе мар вырнаҫнӑран, Комсомольскине ӗҫе ҫӳрекен те чылайӑн.  Ҫамрӑксем хушшинче инҫене ӗҫлеме кайса килекенсем нумай. Асӑннӑ ӳкерчӗксем республикӑри, округри ытти чылай ялсенчи пекех.  Ҫамрӑксене ялта пурӑнма хӑварас тесен мӗн тумалла? Ӳсекен ӑрӑва хӑйӗн пурнӑҫне тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарма мӗнле пулӑшмалла?  Ҫак ҫивӗч ыйтусем  Александр Титовича пӑшӑрхантарни отчет тунӑ чухне аванах сисӗнчӗ. Иртнӗ ҫул ял ҫыннисен пурнӑҫ тата йӑла условийӗсене лайӑхлатас, инфрастуктурӑна аталантарас тесе чылай ӗҫ тунӑ. Патшалӑх программисене, проекчӗсене пурнӑҫлас тесе вӑй хунӑ. Пӗлтӗр пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи кану лаптӑкне тирпей-илем кӗртсе хӑтлӑлатнӑ. Ялсен урамӗсене вак чул сарса хытарас енӗпе те ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Ку тӗлӗшпе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Ялсен илемлӗхӗпе тирпейлӗхӗ ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ. Чылай ӗҫе пуҫаруллӑ бюджет майӗпе тунӑ. Кӑҫал ялсене кӗрекен вырӑнсенче вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ паллӑсем вырнаҫтармалла, масарсенче ҫуртсем тумалла, урамсенчи ҫутӑсем енӗпе ӗҫлемелле, стадион йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрмалла, культура ҫуртне газпа хутса ӑшӑтмалла тумалла, ҫулсем сармалла… Ӗҫӗ нумай. Вӗсене пурнӑҫлас тесен пурин те тӑрӑшмаллине палӑртрӗ Александр Титович, пӗтӗм ӗҫе ялсенче пурӑнакансемшӗнех тӑваҫҫӗ.

Пухура тӗрлӗ ыйтусемпе калаҫрӗҫ. Хуҫасӑр йытӑсем, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, ҫулсен юсавлӑхӗ, ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем, шыв пирки те сӑмах пулчӗ. Халӑх ыйтӑвӗсем ҫине территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Орешкин та, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Осипов та хуравларӗҫ.

РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин  начальникӗ Н.В.Юманова, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ И.А.Долгова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗ О.В.Шакмакова саккунсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ.

Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ А.В.Тихонов хӑй сӑмахӗнче округри сывлӑха сыхлас ӗҫ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ку тӑрӑхри ялсенчи ҫынсем ӗҫчен те пултаруллӑ пулнине палӑртрӗ, тӗллевсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗ.

Пухура мобилизаципе кайнӑ ҫынсене пулӑшас, пушар машини тытса тӑрас, самообложени укҫине палӑртас тата ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ. Ялсенчи ветерансен совечӗсен председателӗсене суйларӗҫ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *