Суббота, 20 апреля

Лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ

Хӗл уйӑхӗсем хыҫа юлаҫҫӗ. Комсомольски округӗнчи спорта юратакансем хамӑр тӑрӑхри тупӑшусенче ҫеҫ мар, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.

Акӑ, иртнӗ эрнере Йӗпреҫ районӗнче В.А.Петрова асӑнса йӗлтӗрҫӗсен республикӑри уҫӑ ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри спортсменсем те пултаруллӑ ӑмӑртнӑ. 2 километрлӑ дистанцире хӑйсен ӳсӗм виҫисенче Зуфар Тимаев пӗрремӗш, Владимир Калашниковпа Николай Ятманов иккӗмӗш, Вячеслав Лаврушкин виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Маттур ентешсене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫусем сунатпӑр.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *