Вторник, 23 апреля

Никита авиаци моделӗсен фестивалӗнче палӑрчӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 1-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче авиаци моделӗсем енӗпе республика фестивалӗ иртрӗ. Унта  Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенчи 7 команда йышӗнче 50 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Фестиваль икӗ ӳсӗм категорийӗнчи 5 класс хушшинче пулчӗ. Комсомольски округ чысне пӳлӗмре вӗҫекен модельсемпе Глеб Терентьев (5-мӗш класс), Егор Козлов (7-мӗш класс), Никита Чапрасов (8-мӗш класс),  Даниил Маргидановпа Виталий Чернов  (10-мӗш класс) хӳтӗлерӗҫ.

Тупӑшусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе вертолетсем ӑсталакан класра Никита Чапрасов «Муха» моделӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Никита Комсомольскинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн Асанкасси вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи филиалӗнче ҫак модельсене ӑсталама хӑнӑхать. Шкул команди вара 5-мӗш вырӑна тухрӗ. Фестивале хутшӑннӑ арҫын ачасен ушкӑнне  малашнехи ӑмӑртусенче  ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатӑп.

В.Салаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *