Четверг, 25 апреля

Япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр

Кӑҫал Ҫӑварни ир килчӗ. Вӑл вӗҫленнӗ кун, февралӗн 26-мӗшӗнче, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалли кун пулчӗ. Пурнӑҫра темӗнле лару-тӑру та пулать, тепӗр чухне сисмесӗрех сивӗ сӑмах каласси те, кӳрентересси те… Аслӑ Типӗ пуҫланиччен каҫару ыйтса чун-чӗрене тасатни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк хитрех пулмарӗ пулин те, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансене ҫакӑ савӑнса уяв ирттерме пӗрре те чӑрмантармарӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхнӑ хӗрарӑмсем ялти клуба пуҫтарӑнчӗҫ. Нумайччен унта Ҫӑварни юррисем янраса тӑчӗҫ.  Пылпа, варенипе  ҫуллӑ икерчӗпе техӗмлӗ вӗри чей ӗҫсе сӑйлантӑмӑр. Ку таран пуҫтарӑннӑ начаррине, чир-чӗре хӑ- валаса ярса, малашне чун-чӗресенче тасалӑх ҫеҫ хуҫалантӑр тесе катемпие ҫунтарса ятӑмӑр. «Мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр!», — терӗҫ пуҫтарӑннисем. Тулли кӑмӑлпа килсене салантӑмӑр.

Л.Тихонова,

ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *