Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 1-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче авиаци моделӗсем енӗпе республика фестивалӗ иртрӗ. Унта Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенчи 7 команда йышӗнче 50 ытла ҫын хутшӑнчӗ.
Фестиваль икӗ ӳсӗм категорийӗнчи 5 класс хушшинче пулчӗ. Комсомольски округ чысне пӳлӗмре вӗҫекен модельсемпе Глеб Терентьев (5-мӗш класс), Егор Козлов (7-мӗш класс), Никита Чапрасов (8-мӗш класс), Даниил Маргидановпа Виталий Чернов (10-мӗш класс) хӳтӗлерӗҫ.
Тупӑшусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе вертолетсем ӑсталакан класра Никита Чапрасов «Муха» моделӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Никита Комсомольскинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн Асанкасси вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи филиалӗнче ҫак модельсене ӑсталама хӑнӑхать. Шкул команди вара 5-мӗш вырӑна тухрӗ. Фестивале хутшӑннӑ арҫын ачасен ушкӑнне малашнехи ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатӑп.
В.Салаев.