Воскресенье, 28 апреля

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ

Февралӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнӗ. Унта Министрсен Кабинечӗн 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев очет тунӑ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программин тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе иртнӗ ҫул 12 наци проекчӗ йышӗнчи регионти 50 проектпа ӗҫленӗ. Ҫавна май 13,6 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫакӑ, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, 23 процент ытларах.

Иртнӗ ҫул 35 объекта тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫак шутра — 6 ача сачӗ, 13 фельдшерпа акушер пункчӗ, врач амбулаторийӗсем. Пӗтӗмӗшле илсен, 52 объекта хута янӑ е реконструкциленӗ.

Ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен куҫарас плана ытлашшипех тултарнӑ. Пурӗ 6200 тӑваткал метр лаптӑка хута янӑ. Ҫавна май 378  ҫын ҫӗнӗ ҫурт-йӗрлӗ пулнӑ.

Экологи тӗлӗшӗнчен пӑхсан, Етӗрнери свалкӑна рекультивацилессине, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатакан сооружение хӑпартассине вӗҫленӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Сӑр юппине тасатма документсем хатӗрленӗ.

23 мунициапалитетри шкулсенче 64 «ӳсӗм вырӑнӗ» уҫӑлнӑ.

2022 ҫулта пысӑк конкуренци условийӗсенче Чӑваш Ен правительстви тата «Волжская перекись» тулли мар яваплӑ общество Раҫҫей промышленноҫ министерствипе ятарлӑ инвестици проекчӗ 2.0 ҫирӗплетнӗ. Вӑл «Химпромра» водород перекиҫне антрахин меслечӗпе ҫулталӑкне 50 пин тонна хатӗр- леме май парать. 15 ҫулта 9,7 млрд тенкӗлӗх инвестици явӑҫтарма май парӗ, 110 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме пулӗ.

Патӑрьел районӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта социаллӑ экономика аталанӑвӗн уйрӑм программипе килӗшӳллӗн пулас индустри паркӗсен инфраструктурине тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ку 1200 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ. Инвестицисен сумми 23,7 млрд тенкӗпе танлашӗ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви «Бреслер», «Агрегатный» тата «Волгахим» промышленноҫ технопаркӗсене ҫӗклеме укҫа уйӑрӗ. Иртнӗ ҫул производство калӑпӑшне ӳстерме ҫӗнӗ майсем тупас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫленӗ.

Промышленноҫ бизнесне тӗревлесси 21 хут пысӑкланнӑ. Промышленноҫ производствин индексӗ, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, 99,6 процентпа танлашнӑ. Ку Раҫҫейри пӗтӗмӗшле кӑтартуран пысӑкрах.

Чӑваш Енӗн портфелӗнче Раҫҫейре урӑх ниҫта ҫук продукципе техника хатӗрлеме май паракан тӳрех икӗ СПИК 2.0 пур. Ун пеккине тивӗҫнӗ регионсем ҫӗршывра нумай мар. Пӗрремӗш ятарлӑ инвестици проектне 2021 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Вӑл Атӑлҫи комбайн заводӗнче ял хуҫлӑхра усӑ курмалли урапаллӑ пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсене хатӗрлеме май парать. Ҫак ӗҫе Инди производителӗпе йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл 570 ытла ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме май парӗ. Пӗрремӗш тракторсем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче тухмалла.

Иртнӗ ҫул строительство тата агропромышленноҫ комплексӗсем лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри инвестици аталанӑвӗн агентстви 52 млрд тенкӗлӗх 56 проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Вӗсем 2027 ҫулччен 3 пин ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ. Унсӑр пуҫне 21,5 млрд тенкӗлӗх инвестици проекчӗ пурнӑҫласа тата 1,5 пин ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме 42 килӗшӗве алӑ пуснӑ.

2022 ҫулта АПК тытӑмне тӗревлеме 6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫакӑ 2019 ҫулти пулӑшупа танлаштарсан 2 хут ытларах. Пирӗн ял хуҫалӑх продукцине чикӗ леш енче лайӑх туянаҫҫӗ. Ҫӑмарта экспорчӗ 65 хут пысӑкланнӑ, йӗтӗн вӑррине ют ҫӗршывсене 17 хут ытларах ӑсатма тытӑннӑ, аш-какай вара — 2,6 хут нумайрах.

Туризма аталантарас тӗлӗшпе те пӗлтӗрхи ҫул ӑнӑҫлӑ иртнӗ.  Ачасем хамӑр республикӑра курса ҫӳренӗ. Пысӑк форум йӗркеленӗ.

2022 ҫулта консолидаци бюджечӗ, 2019 ҫултипе танлаштарсан, 40 процент ӳснӗ, республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен бюджечӗ вара — 1,3 хут.

«Пӗлтӗр Чӑваш Ен республика бюджетне укҫа хывассипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ», — тенӗ Олег Николаев.

Юлашки виҫӗ ҫулта регионта пурӑнакан пӗр ҫыншӑн республика бюджетӗнчен 1,5 хут е 25 пин тенкӗ ытларах укҫа уйӑрма тытӑннӑ. Паян ку вӑтамран 75,5 пин тенкӗ.

Наци экономикине аталантарма уйӑракан укҫа 45 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Ку унчченхи виҫӗ ҫултинчен 12,1 млрд тенкӗ е 1,4 хут ытларах. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ку уйрӑмлӑх 2,2 хут пысӑкрах — 8,1 млрд тенкӗрен 18,1 млрд тенке ҫитнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *