Отчета хаклаҫҫӗ

Отчета хаклаҫҫӗ

И.Х.Миннетуллин,

ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ:

— Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А.Николаевӑн отчетне тимлӗн итлерӗм.  Пӗтӗмӗшле илсен, ӑна лайӑх хак пама пулать, мӗншӗн тесен республикӑмӑр пӗтӗм енӗпе аван хӑвӑртлӑхпа аталанса пырать. Сывлӑх сыхлавӗ, вӗрентӳ, строительство, ял хуҫалӑх, пурӑнмалли тата коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗсенче лайӑх улшӑнусем пурри савӑнтарать.

Пӗтӗм пурнӑҫӑма ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе ирттернӗ май, чи малтанах  мана агропромышленность комплексӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем кӑсӑклантараҫҫӗ. Астӑватӑп-ха, 2012—2017 ҫулсенче ял хуҫалӑхне патшалӑх енчен паракан пулӑшу калӑпӑшӗ пӗр пек шайрах тӑратчӗ, 2,5—3 млрд тенкӗрен иртместчӗ. Паян вара Олег Алексеевич  2022 ҫулта АПК тытӑмне тӗревлеме 6 миллиард тенкӗ уйӑрнине палӑртрӗ. Ял хуҫалӑхӗ ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма пикенни кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Пӗлтӗрхи ҫул ҫанталӑк ҫуркунне тата вырма вӑхӑтӗнче пит ӑнӑҫлах килмерӗ.  Ҫапах та Чӑваш Енри ҫӗр ӗҫченӗсем пӗтӗм вӑйне хурса пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗҫ, тухӑҫлӑ  тырпул, ҫӗрулми, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерчӗҫ. Сӗтпе аш-какай туса илесси те палӑрмаллах ӳсрӗ. Производство калӑпӑшне малашне те ӳстерсех пырасчӗ. Патшалӑх енчен паракан пулӑшу суммине ҫулсерен                      пысӑклатса пыни ҫӗр ӗҫченӗсене тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хавхалантарӗччӗ. 

С.Н.Грачева,

Комсомольски муниципаллӑ округри

депутатсен Пухӑвӗн председателӗ:

—  Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе хатĕрленĕ отчет сессийĕ иртрӗ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн отчетĕнче Чӑваш Ен социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программин тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе иртнӗ ҫул 12 наци проекчӗ йышӗнчи регионти 50 проектпа ӗҫленине палӑртрӗ.

Асӑннӑ проектсем пирӗн​ районта та пурнӑҫланнӑ. Ҫавна май вырӑнта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене​ чылай лайӑхлатма пултарнӑ.

Акӑ, тӗслӗхрен, фельдшерпа акушер пункчӗ, культура ҫурчӗ хута кайнӑ, кивӗ объектсене​ ​ тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, автоҫулсем сарнӑ, сывлӑха ҫирӗплетмелли, ачасене вылямалли лапамсем тунӑ тата ытти проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.​

Ҫак ӗҫсем пурте халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас   тӗллевпе пурнӑҫа кӗртнӗскерсем.

Чӑваш Ен, муниципаллӑ округ тулли хӑватпа​ аталанса пыни чӑннипех савӑнтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *