Суббота, 27 апреля

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ

Чӑваш Республикинче влаҫ органӗсенче, министерствӑсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен районсене тухса  халӑхпа ирттерекен информаци кунӗсене коронавирус чирне пула 2020 ҫултан йӗркелеме чарнӑччӗ. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен ӑна тепӗр хут ӗҫе кӗртрӗҫ.

Февралӗн 15-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче канашлу пулса иртрӗ. Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, бизнес енӗпе ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров информаци кунӗн тӗп темипе, республика Пуҫлӑхӗ 2023 ҫулта Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырури уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе сӑмах илчӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник, Чӑваш Республикинче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, чылай мероприятие вӗсене халалланине палӑртрӗ. Уйрӑмах вӑл промышленноҫа, ял хуҫалӑхне, сывлӑха сыхлас ӗҫе, вӗрентӗве, культурӑна, физкультурӑпа спорта аталантарас тӗлӗшпе Ҫырура палӑртнӑ тӗп тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫавӑн пекех социаллӑ пурнӑҫпа, вырӑнти инфраструктурӑна аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те каласа пачӗ. Ҫав сферӑсенче пурнӑҫлакан ӗҫсемпе, малашнехи плансемпе паллаштарчӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пуҫтарӑннисене Ҫырури  тӗллевсене вӑя кӗртес енӗпе вырӑнта тума палӑртнӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Округӑн социаллӑ-экономикӑлла  стратегине хатӗрлес тӗлӗшпе тунӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ӑна тума пурин  пуҫаруллӑрах хутшӑнмаллине палӑртрӗ. Предприятисемпе организацисем, уйрӑм предпринимательсем проектсем хатӗрленӗ, вӗсене тӗплӗн пӑхса тухмалла, тишкермелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫлас тесен малтан пӗтӗм енчен тӗплӗн шутласа, виҫсе пӑхни кирлӗ. Паха проектсем пур, анчах та вӗсене вӑя кӗртес тесен пурин те тӑрӑшни кирлӗ. Александр Николаевич хӑй сӑмахӗнче паян мӗн тунипе ҫеҫ ҫырлахса лармасӑр ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшмаллине асӑнчӗ. Ҫакна тума пурнӑҫ хӑй ыйтать. Сӗт, аш-пӑш, ҫӗрулми, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илнипе пӗрлех ӑна вырӑнтах тирпейлесси пирки те шутламалла. Ялсене пурӑнма юлма кӑмӑл пуррисем валли округра ӗҫ вырӑнӗ тупма май паракан ҫӑлкуҫсем шырамалла. Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикипе калаҫса татӑлса округра ҫӗвӗ цехӗсем уҫас енӗпе калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех атӑ-пушмак ҫӗлекен, ытти отрасльсемпе ҫыхӑннӑ производство цехӗсем йӗркелеме те май пур. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ вӑл. Малалла вырӑнти ҫул-йӗре тытса, пӑхса тӑрас, халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес, центрта тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Муниципаллӑ округӑн инвестици совечӗн председателӗн А.П.Капитоновӑн сӑмахӗсем те  аталану стратегине хатӗрленӗ чухне вырӑнти ресурссемпе анлӑрах усӑ курмалли ҫинченех пулчӗҫ. Канашлура округ пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ. Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе пурин те пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ.

ЧР физкультурӑпа спорт министрӗпе В.В.Петровпа (вӑл пирӗн округ кураторӗ те)  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов граждансене тӗрлӗ ыйтупа йышӑнчӗҫ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *