Понедельник, 29 апреля

Аслӑ ӑру ҫыннисемпе канашланӑ

Аслӑ ӑру ҫыннисемпе канашланӑ

Ӗлӗкренех халӑх каларӑшӗнче «Ват ҫын — тӑват ҫын» тесе ахальтен каламан. Аслӑ ӑру ҫыннисем кашни пулӑмах тӗплӗн тишкереҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, ҫамрӑксене тӗрӗс сӗнӳ-канаш пама та пултараҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑха асра тытса февралӗн 6-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен совечӗсен председателӗсемпе тӗл пулса канашланӑ. Унта ҫавӑн пекех округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ю.Н.Митюков, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, организацисен ертӳҫисемпе РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин специалисчӗсем хутшӑннӑ.

Александр Осипов чи малтанах Комсомольски муниципаллӑ округӗн 2022 ҫулхи социаллӑ-экономикӑллӑ аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Юрий Митюков Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парас ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ. РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округра  ушкӑн правипе ӗҫлекен клиент службин начальникӗ Надежда Юманова пухӑннисене патшалӑх пулӑшӑвӗ парас ӗҫри улшӑнусем, Раҫҫей социаллӑ фончӗн компетенцийӗ шутне кӗрекен социаллӑ хӳтлӗх (пулӑшу) мерисем пирки калаҫнӑ.

Кӑмӑллӑ самантсем те пулнӑ. «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнчи ветерансен канашӗн председательне А.Ш.Незирова хастар ӗҫшӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи Л.М.Тихоновӑна вара «Единая Россия» парти билетне панӑ. Округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев В.Н.Курицинана («Рассвет»), Л.К.Кокшинана (райпо), В.И.Тяканована (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр), Т.Н.Казакована («Победа»), В.Г.Боровкована (ветерансен «Надежда» клубӗ) республикӑри ветерансен совечӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Л.М.Тихоновӑпа А.Ф.Волков (Нӗркеҫ) вара районти ветерансен Хисеп кӗнекине кӗртнине ӗнентерекен свидетельствӑсене алла илнӗ.

Юрий Сергеевич Чӑваш Республикинчи ӗҫпе вӑрҫӑ тата шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен организацине туса хунӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ смотр-конкурса хутшӑнса Комсомольскисем лауреат ятне тивӗҫнине пӗлтернӗ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пурне те тав тунӑ. 

Асӑннӑ тӗлпулӑва хутшӑннисем хӑйсене хумхантаракан ыйтусене панӑ, вӗсем ҫине округ ертӳҫи, специалистсем туллин хуравланӑ, ветерансем кӑмӑллӑ юлнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *