Вторник, 15 октября

Вӑхӑтра тӳлемелле

Вӑхӑтра тӳлемелле

Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ, саккун тӑрӑх протоколсем ҫырса штрафлаҫҫӗ. Анчах та вӗсене вӑхӑтра тӳлеменнисем те пур.

РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗ февралӗн 6—10-мӗшӗсенче Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче «Должник» операци ирттерет. Ҫак вӑхӑтра административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттарса штрафланӑ, анчах та вӗсене вӑхӑтра тӳлесе татман ҫынсене тупса палӑртаҫҫӗ. Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, штрафсене вӑхӑтра тӳлемелле. Парӑмлӑ ҫынсен, административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодекспа килӗшӳллӗн, штраф виҫине икӗ хут ӳстерсе тӳлеме тивет, е вӗсене 15 талӑка арестлеме, 50 сехет таран ӗҫлеттерме пултараҫҫӗ.

Кӑҫал административлӑ йӗркене пӑснипе ҫыхӑннӑ пурӗ 23 тӗслӗх пулнӑ. Штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн 5 ҫынна явап тыттарнӑ.

Г.Козлова,

шалти ӗҫсен уйрӑмӗн инспекторӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *