Урмаел — Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чи пысӑк территориллӗ уйрӑмсенчен пӗри. Кунта халӑх йышӗ самаях пысӑк, мӗншӗн тесен ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ тӑван ялта пурӑнма юлать, ҫавӑнпах ҫуралакан ачасен шучӗ те пӗчӗк мар.
Иртнӗ эрнекун, февралӗн 3-мӗшӗнче, Урмаел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ врач амбулаторийӗн уйрӑмне уҫни ял-йышшӑн асра юлмалли кун пулчӗ. Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округӑн, район больницин ертӳҫисем, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Левицкая та ҫитрӗҫ.
Капиталлӑ юсава «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти проект шайӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. Юсав ӗҫӗсене «Созвездие» ООО тунӑ. Ҫак тӗллевпе 11989,8 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех 954,2 пин тенкӗлӗх сӗтел-пукан туяннӑ. Паллах, медицина пулӑшӑвӗ паракан ҫуртӑн сӑн-сӑпачӗ тултан та, шалтан та лайӑх енне улшӑннӑ. 2022 ҫул варринче пуҫланӑ масштаблӑ ӗҫсем фасада ҫӗнетме, чӳречесемпе алӑксене улӑштарма май панӑ. Кунсӑр пуҫне ӑшӑтмалли, шывпа тивӗҫтермелли, канализаци системисем те урӑххисем.
Асӑннӑ объекта юсаса ҫӗнетме йышӑну тунӑ чухне хӑтлӑхпа меллӗхе малти вырӑна хунӑ. «Перекетлӗ поликлиника» принципӗсене пӑхӑнса, амбулатори уйрӑмӗнче лаптӑксемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса хӑварнӑ — пациентсем валли ятарлӑ хӑтлӑ зона, меллӗ навигаци, уҫӑ регистратура йӗркеленӗ. Аптека пункчӗ ал айӗнче пулни те питӗ меллӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, мӗн кирли пурте пур, медперсонала ӗҫлеме тата ял ҫыннисене кунта хӑйсене хӑтлӑ туйма аван условисем туса панӑ. Урмаелпе Тукай Мишер ялӗсенчи халӑха пӗтӗмӗшле практика (ҫемье медицинин) врачӗсем тата участокри терапевт-тухтӑр пӑхса тӑрӗҫ.
Ялти врач амбулаторийӗн уйрӑмне юсаса ҫӗнетни — ял ҫыннисен социаллӑ пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ тапхӑр, пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшни. «Районти сывлӑх сыхлавне аталантарас ӗҫре ку тепӗр утӑм, вӑл ҫынсен пӗрлехи пысӑк ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ. Сывлӑх — этемӗн чи хаклӑ тупри, ҫавӑнпа пурне те сывлӑхне упрама, куллен ҫирӗплетме, тулли вӑй-халлӑ пулма, тӗнче ҫине куллен савӑнӑҫпа пӑхма сунатпӑр», — терӗҫ кӑмӑллӑн килнӗ хӑнасем.
Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов вара татах та ырӑ улшӑнусем пуласса систерчӗ. Территорисене комплекслӑ аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн, Урмаелпе Тукай Мишер ялӗсенчи ҫӗнӗ урамсене газификацилес, электроэнергипе тивӗҫтерес ӗҫсене те ҫывӑх вӑхӑтрах пуҫлама палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫак тӑрӑхра спортзал, ача садне ҫӗнӗрен тӑвас ӗмӗте те пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ.
Л.ШУРЯШКИНА.