Понедельник, 29 апреля

Масара тирпейлерӗҫ

Масара тирпейлерӗҫ

Кашнин ӗмӗрлӗх ҫурчӗ — масар. Масар ҫумӗпе иртекен пӗтӗм ҫыннӑн ҫакна асра тытмалла. Ҫак тӗнче ӗмӗрлӗхех мар, ашшӗ-амӑшӗн, асламӑшӗсен, аслашшӗсен, хурӑнташӗсен чунӗсемшӗн кӗлтумалла, вӗсен ӗҫӗсене аса илмелле.

Паян пирӗн кил-ҫурт мӗнле тирпейлӗ,  масар та ҫавӑн пек пулмалла: картасене сӑрламалла, чечексем лартмалла. Чи пахи вара — унта тасалӑх тата йӗрке пултӑрччӗ.  Ахальтен мар ӗнтӗ «Чӗррисене хакла, вилнисен вилтӑприсене пӗл», — теҫҫӗ.

Ҫакна шута илсе,  февралӗн 2-мӗшӗнче Хирти Шӑхасан ялӗнчи   масара тирпейлес енӗпе субботник иртрӗ.  Ҫакӑн пек субботниксем ҫулсеренех йӑлана кӗнӗ тӑрӑх иртеҫҫӗ. Унта  нумай ҫын пухӑнчӗ.

Территорие тасатас, тирпейлес ӗҫсем кал-кал пычӗҫ, хӑшӗ йывӑҫсене касрӗ, терисем  пуҫтарчӗҫ.  Пухнӑ йывӑҫ тураттисене ҫунтарсах пычӗҫ. Ҫапла вара, пӗрлехи тӑрӑшулӑхпа, масар сӑнӗ тасалса, ҫуталса юлчӗ.  Нумай ӗҫ турӗҫ, анчах та пӗр кун хушшинче пурне те пурнӑҫлаймӑн. Ҫакӑн пек субботниксем малашне те йӗркелесчӗ, унта ял ҫыннисем тата хастар хутшӑнасса шанатпӑр. Хастар тата маттур ял-йыша чыс та сӑвап.

С.Соколов,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *